Районта паян 1799 пыл хурчĕсен çемйи шутланать. Хуçалăхсенчи утарсенче 149 хурт çемйи тытаççĕ, тата 75-шĕ фермерсем. Ялсенчи уйрăм хурт-хăмăр ăстисен 1282 вĕлле пур.
Хуçалăхсенчи кашни хурт çемйи иртнĕ çул вăтамран 11,3 килограмм сутлăх пыл панă. Пысăкрах кăтарту «Урожай» колхозăн — 14,6 килограмм.
Нумаях пулмасть районти хурт-хăмăр ăстисем çулсерен иртекен хăйсен черетлĕ канашлăвне пуçтарăнчĕç. Вăл район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче иртрĕ. Хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçре хăйсен тавракурăмне, пĕлĕвне ÿстерес текенсем чылаях пулчĕç, пыл хурчĕпе ĕçлекен 100 яхăн çын канашлăва килсе çитрĕ.
Кĕске сăмах каласа семинар-канашлăва районти ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ К.Г.Гимальдинов уçрĕ. Тĕп ыйтусемпе республикăри хурт-хăмăр агентствин генеральнăй директорĕ Г.А.Максимов тухса калаçрĕ. Уйрăмах хуртсен варроатоз чирĕпе çĕнĕрех мелсемпе кĕрешесси пирки пысăк калаçу пулчĕ.
Утарсене паспортлас пирки те канашлура сахал мар ыйту хускатрĕç.
Хуртсен чирĕсене тĕплĕн тĕпчессине те канашлăва хутшăннисем айккине тăратса хăвармарĕç. Йĕркене çирĕп пăхăнса ĕçлемеллине палăртрĕç. Тухса калаçакансем те, ыйтусем те сахал мар пулчĕç кунта. Акă, сăмахран, фермер хуçалăхĕн ертÿçи А.В.Грачев ял хуçалăх культурисене тĕрлĕ им-çам сапнипе хуртсем вилни пирки кăмăлсăрланса калаçрĕ. Çак ĕçе хурт-хăмăрçăсене, утарçăсене пĕлтерсе асăрхаттарасси пирки манса каяççĕ. «Кун пирки пирĕн ятарлă документ /чĕнсе калани/ йышăнмаллах»,— терĕ фермер хуçалăхĕн ертÿçи.
Ялсенчи уйрăм хурт-хăмăр ăстисем фермер хуçалăхĕ йĕркелес ыйтăва та хускатрĕç.
Хăшĕсем пчелопакетсене урăх регионсенчен илсе килессине пăрахăçламалли пирки те сăмах хускатрĕç. Пакетпа пĕрле хуртсен чирĕ те пĕрлех килет терĕç.
Пыл хурчĕсене ĕçлеме лайăхрах майсем туса парассине те канашлура хускатрĕç — донник, фацели тата ытти пыл паракан культурăсене акса ÿстересси пирки калаçу пулчĕ. Çавăнпа вĕсен вăрлăхĕпе туллин тивĕçтересси те малти вырăнта пулмалла.
Ытти ыйтусене те çĕклерĕç хурт-хăмăр ăстисем. Агентство гендиректорĕ Геннадий Антонович вĕсем çине тулли хурав пама тăрăшрĕ.
Семинар-канашлу тивĕçлĕ шайра иртнине палăртрĕç унта хутшăннисем.
В.ГАВРИЛОВ.