Вторник, 16 апреля

Хастар Светлана пур çĕрте те маттур

Февралĕн 29-мĕшĕнче Шупашкар хулинче Чăваш академи драма театрĕнче республика шайĕнче иртнĕ «Хĕрарăм-лидер» конкурсăн çĕнтерÿçисене савăнăçлă лару-тăрура чысланă.
Унта чи пултаруллисем, ĕçчен те илĕртÿллĕ, ăста, пысăк тавракурăмлă хĕрарăмсем пуçтарăннă. Конкурса тĕрлĕ сферăсенче ĕçлесе хисепе тивĕçнисем хутшăннă. Çĕнтерÿçĕ тата лауреат ятне вара Чăваш Енри чи маттур та хастар 35 хĕрарăм тивĕçнĕ. Район чысне конкурсра Аслă Çĕрпÿел ялĕнче пурăнакан, хресченпе фермер хуçалăхне ертсе пыракан  Светлана  Васильевна  Любимова хÿтĕленĕ. Вăл «Çемье ĕçĕ» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
— Çулсерен конкурс вăйланса-аталанса пыни куçкĕрет. Унта республикăри чи маттур хĕр-арăмсем, ертÿçĕ лавне туртакансем, хутшăнчĕç. Хĕрарăмсем çемье вучахне упраççĕ, ачасене тивĕçлĕ воспитани параççĕ, çав вăхăтрах ĕçре çитĕнÿсем тăваççĕ, обществăлла ĕçсене те хутшăнма вăхăт тупаççĕ. Çакă чи пахи мар-и? Акă, Комсомольски район чысне çÿллĕ шайра тытнă, «Çемье ĕçĕ» номинацире çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ Светлана Любимова та — чи пултаруллисенчен пĕри. Маттур хĕрарăм çемье ĕçне тытса пынипе пĕрлех, килти ĕçсене тума ĕлкĕрет, ачисене тивĕçлĕ воспитани парать, обществăлла ĕçе те хастар хутшăнать. Вăл — юратнă мăшăр, ытарайми анне, — пĕлтерчĕ районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Инна Ядрова.
Пуçаруллă та вăр-вар, маттур хĕрарăмпа, Светлана Любимовăпа хаçатăн çитес номерĕнче тĕплĕнрех паллаштарăпăр.
А.МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *