Пятница, 27 января

Çĕнтерĕве манмастпăр нихăçан

Иртнĕ эрнере Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 1-мĕш спорт шкулĕнче авиаци моделĕсен «Çĕнтерĕве манмастпăр ĕмĕрне» республикăри фестивалĕ иртрĕ. Фестивале республикăри 6 муниципалитетри 9 команда, пурĕ 50 участник хутшăнчĕ. Район чысне Асанкасси вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакансем  хÿтĕлерĕç:  Егор Козлов  /4-мĕш класс/,  Даниил Маргиданов  /7-мĕш класс/,  Борис Маштанов /9-мĕш класс/.
Ачасем хăйсен ăсталăхне тăтăшах ÿстереççĕ, шкулта кружока çÿрени çеç çителĕксĕр вĕсене. Çавна май вĕренекенсем республикăра иртекен ăмăртусене, фестивальсене тăтăшах хутшăнма тăрăшаççĕ. Кунта ыттисен ăсталăхĕпе паллашма, вĕсенчен тĕрлĕ вăрттăнлăха хăнăхма пур услови те пур. Унпа пĕрлех Асанкасси вăтам шкулĕнче вĕренекенсенчен хăйсенчен те çĕннине вĕренмелли чылай.
«Çĕнтерĕве манмастпăр ĕмĕрне» республикăри фестивальтен ачасем çитĕнÿсемпе таврăнчĕç. Даниил Маргиданов хăйĕн ушкăнĕнче 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Борис Маштанов та хăйĕн ÿсĕмĕнчисем хушшинче 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Республика шайĕнче палăрни ачасене хавхалантарать, паллах. Вĕсем киле пысăк кăмăлпа таврăнчĕç.
В.САЛАЕВ,
вĕрентекен.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *