Четверг, 12 декабря

Юрри-ташши савăк, кăмăл ырă

Февралĕн 21-мĕшĕ районта пурăнакансемшĕн паллă пулăмпа асра юлчĕ — Раççейри Асăнупа Мухтав çулталăкне тата Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине халалласа ирттерекен республикăри марафон —»100-çуллăх марафонĕ» Комсомольскине çитрĕ.
Фестивале район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Савăнăçлă лару-тăрура муниципаллă пĕрлешÿсен фестивалĕн куçса çÿрекен символне пирĕн района пачĕç. Мероприяти вăхăтĕнче районта пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕсене Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа паракан юбилей медалĕсемпе наградăларĕç.
Уяв программи питĕ пуян та анлă пулчĕ. Хамăр районти пултарулăх коллективĕсем çеç мар, Елчĕк районĕн юрă-ташă ăстисем те концерта илем кÿчĕç. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн тата Чăваш академи симфони капеллин артисчĕсем сцена çине тухни вара район çыннисемшĕн чăн-чăн парне пулчĕ.
Çавăн пекех уява пуçтарăннисем Чăваш наци музейĕн, Чăваш ÿнер музейĕн, СССР летчик-космонавчĕн А.Г.Николаевăн Мемориаллă комплексĕн тата районта пурăнакан алĕç ăстисен ĕçĕсен куравĕсемпе, кĕнеке выставкисемпе хаваспах паллашрĕç, Комсомольски райповĕн продукцине те хапăлласах туянчĕç. Марафонпа килĕшÿллĕн районта çак эрнере Чăваш кино эрни пулчĕ. Ун вăхăтĕнче район çыннисем Чăваш Республики тата чăваш халăхĕ çинчен ÿкернĕ документаллă фильмсемпе паллашрĕç, курса киленчĕç.
«100-çуллăх марафонĕ» çÿллĕ шайра, кăмăла каймалла иртрĕ тесе палăртрĕç районти культурăпа кану çуртне пухăннисем. Уявра чăваш, тутар, вырăс юрри-ташши, сăвви нумай пулчĕ. Залра ларакансем артистсене тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Марафона районта пурăнакан кашни çын кĕтнĕ тейĕн, залра пĕр пушă вырăн та пулмарĕ, ура çинче тăрсах концертпа киленекенсем те пулчĕç. Чăн-чăн туслăх, тăнăçлăх, хаваслăх уявĕ пĕрлештерчĕ пире çак кун.

* Палăртса хăвармалла: «100-çуллăх марафонĕ» — республика юбилейне халалланă чи пысăк культура проекчĕсенчен пĕри. Çак фестивале хутшăнса пирĕн республика мĕн тери илемлĕ, мĕн тери анлă пулнине, чăваш халăхĕ талантлă ывăл-хĕрпе пуяннине курса ĕненме май пулчĕ.
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *