Пуçаруллă çыннăн хавхаланăвĕ пысăк

Çĕрле Аслă Чурачăк ялне пырса кĕрсенех пасар лапамĕнче вырнаçтарнă тĕрлĕ тĕспе йăлтăртатса çутатакан башня кĕтсе илет. «Яла пурăнмаллах куçса килсен манран асăнмалăх парне пултăр терĕм», — аса илет Вадим Шипатов ăстаçă, уйрăм предприниматель. Кÿлепине илсен тĕнчипе паллă Эйфель башнине аса илтерет пулин те, ăна сăнарлама шут тытман автор. Ялта ăна тĕрлĕ ятпа калаççĕ пулин те, 9 метр çÿллĕш ÿнер произведенийĕ Аслă Чурачăка илем кÿни куçкĕретех. Каярахпа В.Шипатов тимĕртен ĕлĕкхи мотоцикл, çунатлă лаша ?»Пегас»/, пăравус тата ытти япаласем ăсталать. Вĕсем яла чылай çул илем кÿчĕç, хăнасене тĕлĕнтерчĕç пулсассăн, халĕ вĕсем Тукай ялĕнче вырăн тупнă. Вĕсен вырăнне çĕннисем — сухапуç кăкарнă лаша, кÿмеллĕ лаша тата ытти япаласем йышăннă. «Укçа-тенкĕшĕн ăсталамастăп вĕсене, чун-чĕре ыйтнипе, тавралăха илем кĕртес туртăмпа хатĕрлетĕп», — тет автор.
Шкулта вĕреннĕ чухнех Вадим Шипатов ÿкерме юратнă. Йывăçран каскаласа тĕрлĕ япаласем тунă. Т.А.Ефремова ертсе пыракан «Çамрăк художник» кружока çÿренĕ, унăн ĕçĕсем районти конкурссенче те пĕрре мар мала тухнă. Тĕрлĕ сăлтавпа çак енĕпе професси суйласа илмен пулсан та чунĕпе сăнарлă искусствăна юратакан çынах пулса юлнă.
Шкул пĕтерсен пĕр вăхăт Шупашкарта художник-оформитель пулса ĕçленĕ. Çартан таврăнсан ялта сĕтел-пукан тăвас енĕпе эртел те йĕркелесе пăхнă. 1990 çулсенче ку енĕпе ĕç пуçарса яма çăмăлах пулман çав. Патшалăх енчен пулăшу çук, ял халăхĕ укçа-тенкĕсĕр. Туса хатĕрленĕ продукци сутăнманнипе ку пуçарăва пăрахăçлама тивнĕ.
Мал ĕмĕтлĕ çамрăк пуçа усмасть, Çур-çĕре тухса каять. 6 çул Норильск хулинче ĕçлесе пурăнать. Кунта та хăйĕн ăсталăхĕпе çынсене савăнтарать. Хăйĕн «ылтăн» аллисемпе йывăçран мĕн чухлĕ сĕтел-пукан, кил-тĕрĕшре усă курмалли пысăк япаласем, эрешлĕ продукци ха-тĕрлет.
Пĕррехинче В.Шипатов хаçатра Японири пĕр фирма хăйсен çĕршывĕнче ĕçлеме строительсем пуçтарни çинчен пĕлтерÿ курать. Кандидатсен йывăçпа ĕçлеме пĕлнипе пĕрлех çĕршыв чĕлхине те пĕлмелле. Икĕ уйăх яппун чĕлхине вĕрентекен курсра пулать вăл, конкурс витĕр чиперех тухать. Японире чĕлхен теори пĕлĕвне практикăра çирĕплетме тивет. Чĕлхене çеç мар, паллах, ăсталăха та шута илеççĕ. «Ĕçленĕ май аванах яппун чĕлхипе калаçма пуçларăм. Анчах та вулама вĕренеймерĕм. Унта тĕрлĕ вывескăсене икĕ майпа çыраççĕ. Пĕри иероглифпа, тепри тата йывăртарах», — аса илет Вадим Васильевич. Малалла вăл яппунсем талăкра 12—14 сехет таран ĕçленине, ĕç вырăнне сыхласа хăварас тесе çине тăнине палăртать. Ĕç паракансем строительсен ăсталăхне тĕрĕслесех тăнă. Кашни 2 уйăхра йывăçран хăйне евĕр пĕр-пĕр ĕç туса конкурса тăратмалла пулнă. «Тепĕр чухне икĕ-виçĕ ĕç те тăваттăм, юлташсене параттăм», — тет вăл. Вадим Шипатов ĕçĕсемпе ĕç паракансем кăмăллă пулаççĕ. Шел, çулталăк çурăран Раççее таврăнсан, Аслă Чурачăк ачипе инкек пулать. Çакă вара Японире малалла ĕçлессине чарса лартать. «Больницăра выртнă чухне фирма представителĕ те килсе кайрĕ. Нумаях пулмасть Аслă Чурачăкра яппун куçаруçи пулчĕ. Чăваш мунчине хутса кĕртрĕм, халăх апат-çимĕçĕпе сăйларăм. Ăна Чăваш Республикинче питĕ кăмăла кайрĕ», — сăмахне малалла тăсать ăстаçă.
2007 çулта пурнăç çулĕ Вадим Васильевича тăван ялне илсе çитерет. Пушă ларакан ашшĕ-амăшĕн çуртне тĕпрен юсаса çĕнетет. Мал ĕмĕтлĕскер пурнăçне предпринимательствăпа çыхăнтарма шутлать. Халăха строительство материалĕсемпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлет, çурт-йĕр çавăрма, хуралтăсем çĕклеме пулăшать. Çав вăхăтрах Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн пушă ларакан общежити çуртне юсаса унта база туса хурать. Кунта халăха сварка, тимĕр ĕçĕн пулăшăвĕсемпе тивĕçтерме пуçлаççĕ. Унтах тимĕр хапхасем, картасем тата ытти изделисем хатĕрлеççĕ. Кашни япаланах ыттисенчен уйрăлса тăракан эрешсемпе илемлетме тăрăшаççĕ ĕçлекенсем. Вĕсем хатĕрлекен мунча кăмакисене, теплицăсене çынсем юратса туянаççĕ. Паянхи кун та ял халăхĕшĕн тимĕрçĕ сунталĕ, сварка аппарачĕ ĕçлеме хатĕр.
Ялăн обществăлла пурнă-çĕнчен те айккинче тăмасть Вадим Шипатов, тĕрлĕ мероприятисем ирттерме пулăшать. Вăл тăрăшнипе темиçе çул каялла шыва кĕмелли вырăн çумĕнчи çурта хăтласа илем кĕртнĕ, масар çинчи çурта тирпейленĕ. Пур ĕçе асăнса та пĕтереймĕн.
Вадим Васильевич тĕрлĕ енлĕ аталаннă çын. Алă ĕçне юратнипе пĕрлех музыкăпа та кăсăкланать. Чăваш эстрада юррине кăмăллать, хăй те гитарăпа вылять. Спортпа та туслă. Тепĕр чун йăпатмăшĕ — чечексем. Вĕсене питĕ юратать вăл. Çу кунĕсенче вăл пурăнакан çурт тĕрлĕ чечексем «ăшне» путать. Ахальтен мар ĕнтĕ 2019 çулта унăн хушма хуçалăхĕ хăйне евĕр илемлĕхĕпе республика шайĕнче те мала тухнăччĕ. «Чечексем мана лăплантараççĕ, хăват хушаççĕ. Вĕсем хушшинче киленÿ тупатăп эпĕ», — терĕ кăмăллăн Вадим Васильевич.
Пуçаруллă предпринимателĕн ĕмĕчĕсем çутă, хавхаланăвĕ пысăк . Малашне те вăл халăхшăн ĕçлесшĕн, хăй ăсталанă япаласемпе çынсене илем тĕнчине туртасшăн, тĕлĕнтересшĕн. Çакна тума вара маттур çыннăн вăй-хал та, ăсталăхпа пултарулăх та çитет.
Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *