Четверг, 18 апреля

Йĕлтĕрçĕсем мала тухнă

Йĕлтĕрçĕсем мала тухнă

Февралĕн 23-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Хучель ял тăрăхĕнче йĕлтĕрпе ярăнас енĕпе республика шайĕнчи ăмăрту иртнĕ. Ăна Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалланă. Ăмăртăва пирĕн районти спортсменсем те хутшăннă, лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. 66—70 çулсенчи спортсменсем хушшинче Николай Ятманов 5 çухрăмлă дистанцие пĕрремĕш парăнтарма пултарнă. Çак ушкăнрах Анатолий Давыдов финиша иккĕмĕш çитнĕ. Владимир Калашников, Вячеслав Лаврушкин тата Иван Краснов та хăйсен ушкăнĕсенче аван кăтартусем тунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *