Пятница, 19 апреля

Хисеплĕ ветеран – 98 çулта

Хисеплĕ ветеран – 98 çулта

Çак кунсенче Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ, Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ, нумай çул районти Патшалăх банкне ертсе пынă Ревокат Прохорович Моисеев 98 çул тултарчĕ.
Çак ятпа Ревокат Прохоровича район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов саламларĕ. Вăл сумлă ваттăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинче кĕскен чарăнса тăчĕ. Ветеран паян та спортпа туслине, сывă пурнăç йĕркипе пурăннине, пулас ăрăва ырă тĕслĕх кăтартнине палăртрĕ. Ревокат Моисеева Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитнине халалласа кăларнă медальпе наградăларĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕ.
Çавăн пекех ветерана социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина, районти тĕп библиотека специалисчĕ Валентина Боровкова, нумай çул яваплă ĕçсенче тăрăшнă Петр Баринов, чылай çул «Алга» колхоза ертсе пынă Гариф Апраков, Зинаида Соловьева журналист, «Шанчăк» клуб членĕсем — Любовь Морозова, Зоя Седова, Лидия Карзакова, Василий Батюков, Ревокат Моисеевăн тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем, çывăх çыннисем ăшшăн саламларĕç. Ветерана вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунчĕç, парнесем пачĕç. «100 çулхи юбилейне те паллă тăвасчĕ-ха», — терĕç пухăннисем.
Тивĕçлĕ канăва тухсассăн та Ревокат Прохорович чылай çул районти ветерансен канашĕн председателĕнче тăрăшнă. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн ăна Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Унăн ятне республикăри тата районти ветерансен Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Вăл — район хаçачĕн чи çывăх тусĕ. Ахальтен мар журналистикăри çитĕнÿсемшĕн сăмах ăстине Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн Хисеп грамотипе темиçе хутчен те чысланă. Ревокат Моисеев — СССР Журналистсен союзĕн членĕ, Халăх корреспонденчĕ. Халăх тĕрĕслевĕн СССР патшалăх комитечĕн наградине тивĕçнĕскер — Комсомольски районĕн хисеплĕ гражданинĕ.
З.НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *