Тăрăшсан — ĕç ăнать

Кашни арçыннăн пурнăçра йывăç лартмалла, çурт хăпартмалла тата ывăл çитĕнтермелле, теççĕ халăхра. Комсомольскинчи юсавпа строительство участокĕн директорĕнче вăй хуракан Владимир Максимов арçын тивĕçĕсене туллин пурнăçланă. Вăл ертсе пынипе хăпартнă çуртсене чылай çĕрте курма пулать, виçĕ ывăлĕ хăйсен çитĕнĕвĕсемпе куллен савăнтараççĕ, йывăçсене те Владимир Васильевич хăйĕн пурнăçĕнче пайтах лартнă.
В.Максимов Çĕнĕ Мăрат ялĕнче колхозниксен çемйинче кун çути курнă. Çемьере 6 пĕртăван туслăн çитĕннĕ, пĕр-пĕринпе ăмăртса килти ĕçсене тунă, мĕн пĕчĕкренех малтан мала талпăнма хăнăхнă. Владимир Çĕнĕ Мăратри 8 класлă шкулта, кайран Тăманлă Выçли вăтам шкулĕнче ăс пухнă. Унтан вара Сĕнтĕрвăрринчи строительство мастерĕсен шкулне çул тытнă. «Аслă пичче Олег Хусанта инженер-строителе вĕренсе тухрĕ. Эпĕ те унран тĕслĕх илсе хамăн пурнăçа строительствăпа çыхăнтарма шутларăм. Çакăншăн халĕ пĕрре те ÿкĕнместĕп», — пĕлтерет Владимир Васильевич.
1982 çулта вăл строительство тытăмĕнче пĕрремĕш утăмсем тунă — Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулне хăпартнă çĕрте бригадир пулса ĕçлеме пикеннĕ. Çав вăхăтрах, лара-тăра пĕлменскер, пĕлĕвне малалла тарăнлатма та май тупнă. 1983 çултан вара В.Максимов Комсомольскинчи хуçалăхсем хушшинчи куçса çÿрекен механизациленĕ колоннăра мастерта тăрăшма пуçланă. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулне туса пĕтернĕ хыççăн Шурутри 90 вырăнлăх ача садне, 464 вырăнлăх вăтам шкула тунă çĕрте тăрăшнă. 1990 çулта вăл тĕп инженер пулса ĕçлеме пикеннĕ. Пур ĕçе те пысăк яваплăхпа, тăрăшулăхпа пурнăçланине кура 1997 çулта ăна юсавпа строительство участокĕн тилхепине шанса панă. Унтанпа вăл 23 çул ĕнтĕ пĕр улшăнмасăр çак яваплă ĕçре вăй хурать.
— Пурĕ 37 çул стройка ĕçĕнче вăй хуратăп. Çак хушăра районта çитмен ял юлмарĕ, эпир юсав туман учреждени çукпа пĕрех. Çемье врачĕн офисĕсене, модельлĕ библиотекăсене турăмăр, шкулсене, клубсене, больницăсене юсарăмăр. Çавăнпа пĕрлех кÿршĕ районсенче те пире курма яланах хавас, — пĕлтерет Владимир Васильевич.
Чăнах та, организацире тăрăшакансем хамăр районта çеç мар, Елчĕк, Йĕпреç районĕсенче те чылай юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Акă, 2018—2019 çулсенче вĕсем Йĕпреçри этнографи музейĕн экспоначĕсене çĕнетес, музей территорине тирпей-илем кĕртес енĕпе чылай ĕçленĕ.
— Ку ĕç питĕ хăйне евĕр. Архитектура палăкĕсене юсасси ахаль юсав ĕçĕсенчен чылай уйрăлса тăрать. Сăмахран, XIX ĕмĕр варринче хăпартнă хура пÿрте юсанă чухне паянхи кун анлăн усă куракан стройматериалсем, паллах, мая килмеççĕ. Проект тăрăх эпир çавăн пекех XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче хăпартнă хресчен çуртне, XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче туса лартнă çил арманне, икĕ хутлă ампара реставрацилерĕмĕр, тĕрлĕ объектсене юсарăмăр, çĕнĕ экспозици объекчĕсем вырнаçтартăмăр, территорие тирпей-илем кĕртрĕмĕр, — каласа парать В.Максимов.
Владимир Васильевичăн, тăрăшса ĕçленине кура, тĕрлĕ Тав хучĕсен, Хисеп грамотисен папки питĕ хулăн. 2004 çулта вăл ЧР Президенчĕн Тав хутне, 2004, 2006 çулсенче ЧР Строительство министерствин Хисеп грамотисене, 2015 çулта ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Тĕрлĕ районсен администраци-йĕсем, ял тăрăхĕсем, учрежденисем панă Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисен шучĕ те çук.
Çак кунсенче Владимир Васильевич хăйĕн юбилейне уявлать. Ку паллă куна вăл тахçантанпах чăтăмсăррăн кĕтет, мĕншĕн тесен уява унăн ывăлĕсемпе мăнукĕсем тăван киле пуçтарăнаççĕ. Сăмах май, Максимовсен виçĕ ывăлĕ те ашшĕн çулне суйланă, строительство енĕпе ĕçлеççĕ. «Ку мана савăнтарать çеç. Мăшăрăмпа Валентина Петровнăпа ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстертĕмĕр. Халĕ вĕсем ĕçрен хăраса тăманшăн, Максимовсен ятне çÿлте тытнăшăн питĕ хĕпĕртетĕп», — тет кăмăллăн виçĕ хут асатте ятне илтнĕ Владимир Васильевич.
В.Максимов: «Чи асра юлнă объект — Шурут вăтам шкулĕ. Ун чухне республикăра харăсах 13 шкул тăватчĕç. Эпир пĕрремĕш кварталăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх республикăри соцăмăртура 1-мĕш вырăна тухрăмăр, Диплома тивĕçрĕмĕр. Шкула пурĕ 20 уйăх тăршшĕнче хăпартса, хатĕрлесе 1987 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута ятăмăр».
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *