Вторник, 7 февраля

Района танк илсе килнĕ

Районта пурăнакансем, тен, асăрхаса та ĕлкĕрчĕç пулĕ: Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ çумĕнче çак кунсенче чăн-чăн танк вырнаçтарса лартрĕç.
Района танк турттарса килсе ăна палăк пек вырнаçтарасси çинчен пĕрремĕш калаçу 2018 çул пуçламăшĕнче пулнă. Ун чухнех çак ĕçе пурнăçлама ятарлă ушкăн йĕркеленĕ. «Ассоциация ветеранов ГСОВГ-ГСВГ-ЗГВ и стран Варшавского договора» обществăлла организацин Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕн çумĕ Ю.П.Филиппов ертсе пыракан ушкăна Н.И.Смирнов, В.Т.Павлов тата А.Н.Архипов кĕнĕ. Чи малтан РФ Оборона министерствине çакăн çинчен çыру çырса янă, шухăша ырланине пĕлсен кирлĕ документсем хатĕрлеме пикеннĕ. Çавна май пирĕн района валли Т-80БВ маркăллă танк уйăрса панă. Февралĕн 16-мĕшĕнче танка Комсомольскине илсе çитерчĕç, вырнаçтарса лартрĕç.
— Шухăшланине пурнăçлама пире чылай çын пулăшрĕ. Чи малтанах РФ Оборона министерствинче ĕçлекенсене, А.Мокрушкин çар комиссарне чĕререн тав тăватăп. Танк илсе килсе вырнаçтарса лартасси — пĕччен тумалли ĕç мар. Çавăн пекех ГСВГ ветеранĕсене, ял çыннисене, организацисене, предпринимательсене çак ĕçе пурнăçлама тÿпе хывнăшăн тав сăмахĕ калатăп. Танка Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксен ячĕпе района илсе çитернĕ. Ăна вырнаçтарса лартнин тĕллевĕ — çамрăк ăрăва хамăрăн çĕршыва хÿтĕленĕ паттăр салтаксем çинчен аса илтерсех тăрасси, патриотла туйăма аталантарасси. Малашне танка йĕркене кĕртĕпĕр, ун таврашне илемлетĕпĕр. Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн палăка савăнăçлă лару-тăрура уçма планлатпăр, — уçрĕ шухăшне Ю.П. Филиппов.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *