Четверг, Октябрь 1

Ĕмĕр сакки сарлака

«Çамрăклăхăм йывăр вăхăта лекрĕ çав. Хаяр вăрçă пуçланса кайнине кура чылай хĕн-хур курмалла, йывăр ĕçре тертленмелле пулчĕ, нушине нумай ас тиврĕм ĕнтĕ», — пуплерĕ Хветуç аппа иртнине аса илме ыйтсан чĕрçи çине хăпарса ларнă сарă кушаккине ачашласа. Чăнах та ĕнтĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 20—30-мĕш çулĕсенче çут тĕнчене килнисен пурнăçне çăмăл пулнă тесе калама çук. Апла пулин те, йывăрлăхсем хуçайман вĕсене. Паян 100 çул тултаракан Федосья Филиппова иртнĕ кунсене куççульленсе аса илчĕ. Сÿтĕлчĕ те сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи, куç умне тахçанах иртсе кайса кинемейĕн асĕнче çеç сыхланса юлнă самантсем тухса пычĕç.

Хветуç Тури Тимĕрчкасси ялĕнче 4 ачаллă çемьере кун çути курнă. Мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçнă пĕртăвансем, пур ĕçре те малта пулма тăрăшнă. Акине те, сухине те тунă, çурлапа тырă вырнă, улăм урисем хăпартнă… Ĕçлесен çăкăр пулать тесе пĕр ĕçрен те юлман. «Çамрăк чухне вăрман касма та кайнă. Ĕлĕк акăш-макăш сивĕччĕ хĕлле, 30—40 градус таранччĕ, юр вăйлă çăватчĕ. Вăрман каснă чухне юр çине ларса канаттăмăр. Кăкăр çÿллĕш юрччĕ вăрманта», — аса илет Федосья Филипповна.
Вăрçă пуçлансан унăн ашшĕне, Филипп Яковлевич Земскова фронта илсе кайнă. Хветуç ашшĕпе сыв пуллашса та юлайман — çамрăк хĕре шăпах окоп чавма янă пулнă. Шел пулин те, ашшĕпе урăх тĕл пулма Турри пÿрмен ăна. 1942 çулта Ф.Я.Земсков хыпарсăр çухални çинчен калакан хут килнĕ.
Çамрăклăхĕ ĕçре иртнĕ Хветуç аппан. Вăл пĕр хушă чăх ферминче ĕçленĕ, унтан дояркăна вырнаçнă, 16 ĕнене пĕчченех сунă, сĕтне флягăсемпе йăтнă. «Çав тем йывăрăш флягăсене йăта-йăтах урасем пĕтрĕç ĕнтĕ. Халĕ питех çÿрейместĕп», — тет кинемей ассăн сывласа. Иртен пуçласа каçчен ĕç çинчен çеç шутланăскер, çамрăк чухне çемье çавăрман. 50 çулта чухне çеç Аслă Чурачăк ялне, мăшăрĕсĕр тăрса юлнă 3 ачаллă арçынна качча тухнă. 15 çул килĕштерсе пурăннă вĕсем, çурт лартнă. Мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнă хыççăн Хветуç аппана çамрăк чухнехи савнийĕ Иван Семенович качча илнĕ. Вăхăтĕнче хĕрĕн ашшĕ вĕсене сивĕтнĕ пулнă, çÿреме пăрахтарнă. Анчах та чăн туйăм сÿнмен чĕресенче. Иван Семенович вăрçă инваличĕ пулнă, лесникре ĕçленĕ. «Тепĕр вунă çул ним те мар пурăнатăп-ха — вилместĕп», — тенĕ вăл ĕлĕкхи савнине качча илнĕ чухне. Анчах та вăрçă суранĕсем хăйсем çинчен аса илтерсех тăнă. 5 çул килĕштерсе пурăннă хыççăн Хветуç аппа тăлăха тăрса юлнă.
Ачи-пăчи пулман Федосья Филипповнăн, апла пулин те, ватлăхра вăл пĕччен кун кунламасть. Шăллĕн ывăлĕ Леонид Федорович мăшăрĕпе Галина Васильевнăпа 30 çул ĕнтĕ пулăшса, пăхса пурăнаççĕ кинемее. «Виçĕ çул каялла çеç пирĕн пата тĕппипех куçса килчĕ-ха вăл. Унччен хĕл каçсанах тепĕр урамра вырнаçнă килне çул тытатчĕ, çăвĕпе унта пурăнатчĕ. Аванах çÿретчĕ-ха, халĕ юлашки эрнесенче çеç кăшт йăшрĕ», — пĕлтерет Галина Васильевна.
Ĕмĕр ĕмĕрлесси — уй урлă каçасси мар, тетпĕр. Чăнах та, пĕр ĕмĕр пурăнакан Хветуç аппа хăйĕн пурнăçĕнче мĕн кăна курман, апла пулин те, пур нушана та чăтса ирттернĕ. «Больницăсене нихăçан та çÿремен эпĕ, укол тутарса курман. Халь çеç ватăлтăм та урасем ыратаççĕ. Юрать, кин лайăх пăхать, çавăнпа нумай пурăнатăп пуль», — уçрĕ шухăшне кинемей.
Юбилей кĕрекине ларакан Хветуç аппана тăванĕсем питĕ хисеплеççĕ, юратаççĕ. «Тата та нумай çул пире савăнтарса пурăн», — теççĕ вĕсем.

Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code