Понедельник, 14 октября

Çырав: хутран цифра патне

Çырав: хутран цифра патне

Санкт-Петербургра февралĕн 5-мĕшĕнче «Хутран цифра патне: çĕнĕ формат çырав пирки халăх шухăшне мĕне пула улăштарĕ» темăпа пресс-конференци иртнĕ. Унта Раççей статистикин тата Санкт-Петербург правительствин представителĕсем Пĕтĕм Раççейри 2020 çулхи халăх çыравне хатĕрленес ĕç мĕнле пынине сÿтсе явнă.
Халăх çыравĕ çынсен харпăр хăй даннăйĕсемпе интересленмест, çырав листисенче респондентсен ячĕ-хушамачĕ тата адресĕ пирки ыйтусем çук. Ун çинчен пресс-конференцире Раççей статистикин ертÿçин çумĕ Павел Смелов пĕлтернĕ. «Электронлă çырав листине тултарни социаллă тытăмсенче хăвăрăн страницăсене ыттисем валли уçнинчен те хăрушсăртарах», — палăртнă вăл.
Çавăн пекех, цифра технологийĕсене ĕçе кĕртни Раççей çыннисене çырава хутшăнма меллĕрех тунине асăннă вăл — халĕ çыравçăна кĕтсе ларса вăхăт ирттермесĕрех, унпа курнăçса калаçмасăрах, «Патшалăх пулăшăвĕ» порталта электронлă çырав листисене кирек хăш меллĕ вăхăтра та кашни хăй тултарма пултарать. «Çĕнĕлĕхсем пуçтарнă информацие хăвăртрах пĕтĕмлетме май параççĕ. Пĕтĕм Раççейри çырав тапхăрĕнчи халăх шутне кăçалхи декабрьтех пĕлтеретпĕр», — тенĕ Раççей статистикин представителĕ.
Санкт-Петербург территорине аталантарас енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Александр Бельский хулара çырава 2018 çултах хатĕрленме пуçланине асăннă. Ун чухне Княжево муниципаллă округ Сăнавлă халăх çыравне хутшăннă пилотлă районсенчен пĕри пулнă. «Тестлă çырав результачĕсем япăх мар. Эпĕ çирĕплетсех калама пултаратăп: хула çитес çырава хатĕр. Обществăлла палата ку ĕçе активлă хутшăнать. Çырава йĕркеллĕ ирттерме пулăшас пирки Санкт-Петербург правительствин постановленийĕн проектне хатĕрлеççĕ», — тенĕ вăл.
2010 çулта иртнĕ çыравранпа Санкт-Петербургра пурăнмалли çуртсен фончĕн пĕрре тăваттăмĕш пайĕ çĕнелнĕ, демографи тĕлĕшĕнчен 7 миллион ытла пулăм пулса иртнĕ /çурални, вилни, мăшăрлану тата уйрăлу, вырăнтан вырăна куçни/. «Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне пула эпир кăçал хулари халăхăн социаллă тытăмне, пурăнмалли условийĕсене тата миграции пирки тĕрĕс пĕлĕпĕр. 2018 çулта Княжевăра иртнĕ Сăнавлă çырав халăх çĕнĕ мелпе интересленнине, ăна йышăннине çирĕплетрĕ», — палăртнă Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçĕнчи статистика федераллă патшалăх службин управленийĕн ертÿçи Олег Никифоров. 2020 çулхи çырава ирттерме хулара 12 пин çыравçа тата 1700 контролера ĕçе илмелле. «Иртнĕ çулсенчи опыта шута илсе, эпир кăçал та вĕсен йышĕнче ытларах аслă вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсем, ĕçпе тивĕçтерекен службăсенче шутра тăракансем, пенсионерсем пуласса шанатпăр», — тенĕ Олег Никифоров.
Петростат пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Санкт-Петербургра 5,4 миллион çын пурăнать. Раççейрипе танлаштарсан, хулара çыннăн ĕмĕр тăршшĕ чи вăрăммисенчен пĕри. 2018 çулта вăл 76 çул пулнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *