Ултавçăсем тĕлĕрмеççĕ

Ултавçăсем тĕлĕрмеççĕ

Ултавçăсем ют çыннăн укçи-тенкине сăптăрса илес тесе мĕн кăна тумаççĕ, шанăçа кĕрсе пуйма мĕнле кăна меслет шутласа кăлармаççĕ. Юлашки вăхăтра республикăра хăйсемпе Пенси фончĕн ĕçченĕсем тесе паллаштарса телефон урлă çынна улталакансем йышланчĕç.
Ытларах чухне вĕсем ватă çынсене шăнман пăр çине лартса яма хăтланаççĕ. Ултавçă телефонпа шăнкăравласа Пенси фондĕнчен ватă çынна мĕнле те пулин тÿлев куçарса памалли çинчен пĕлтерет, çакна тума пенсионерăн банк карттин даннăйĕсене ыйтать. Ватă çынсем чылай чухне мĕн ыйтнине пурнăçлаççĕ те картта çинчи укçасăр тăрса юлаççĕ.
Право сыхлавĕн органĕсем, банксем ултав серепине çакланасран сыхланмалли çинчен яланах аса илтерсе тăраççĕ. Çапах та ултавçăсене шанакансем пирĕн хушăра чылайăн. РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн клиентсемпе ĕçлекен служби аса илтерет: Пенси фончĕн ĕçченĕсем ватă çынсем заявка парсан çеç киле пырса патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерме пултараççĕ. Пенси фончĕн ĕçченĕсем урамра ыйтăмсем ирттермеççĕ, телефон урлă пенсионерсен харпăр хăй даннăйĕсене, банк карттисен реквизичĕсене ыйтмаççĕ, вăл е ку кĕтмен укçа куçни çинчен шăнкăравласа пĕлтермеççĕ.
Пенсисемпе тата ытти тÿлевсемпе çыхăннă хыпарсемпе, хĕрÿ линисен телефонĕсемпе, территори органĕсен контакчĕсемпе тата ытти усăллă информаципе РФ Пенси фончĕн официаллă сайтне кĕрсе /http://ww.pfrf.ru// паллашма пулать. Çавăн пекех ыйтусем пулсан çак телефонсемпе шăнкăравлăр: 8/8352/64-91-14, 8/83539/5-19-51.
РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн клиентсемпе ĕçлекен служби.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *