Четверг, 25 апреля

Улшăнусем чылай

Улшăнусем чылай

Январĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Министрсен Кабинетне отставкăна янă. Эрне хушшинче республика правительствинче чылай улшăну пулнă.
Чи малтанах икĕ вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина тата ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев — хăйсен ирĕкĕпе ĕç вырăнĕсемпе сывпуллашнă. Вĕсен вырăнне Михаил Ноздряковпа /финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан/ Николай Каргин /администраци ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан/ килнĕ.
Хыççăнах Олег Николаев ĕç министрне Сергей Димитриева, çутçанталăк министрне Иван Исаева, культура министрне Константин Яковлева ĕçрен хăтарнă. Олег Алексеевичăн указĕсемпе килĕшÿллĕн халĕ çутçанталăк министрĕн тивĕçĕсене Виктор Косачев пурнăçлать, культура министрĕн тивĕçĕсене — темиçе çул каялла культура министрĕ пулнă Роза Лизакова. Ĕç министрĕн тивĕçĕсене вара хальлĕхе вăхăтлăх Александр Колесников пурнăçлать.
Февралĕн 6-мĕшĕнче Олег Николаев экономика министрне Павел Иванова ĕçрен хăтарнă. Унсăр пуçне çав кунах влаç органĕсен структурине улшăнусем кĕртнĕ. Малашне пирĕн республикăра Промышленноç тата энергетика министерстви пулĕ, вăл ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ, ЧР Строительство, архитектура тата коммуналлă хуçалăх министерствисен хăш-пĕр функцийĕсене пурнăçлĕ.
ЧР Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви вырăнне малашне право енĕпе тимлекен Юстици ĕçĕсен патшалăх служби пулать. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсене вара малашне ЧР Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви йĕркелесе пырĕ.
Туризм сферине аталантарассине малашне ЧР Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви йĕркелесе пырĕ.
Çавăн пекех ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен министерстви вырăнне малашне Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен патшалăх комитечĕ пулĕ.
Февралĕн 10-мĕшĕнче Алла Салаевăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама шаннă.
Çакна та палăртса хăвармалла — малашне Министрсен Кабинечĕн Председателĕн функцийĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев туса пырĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *