Çырав кашни çын пирки информации куçармасть

Çырав кашни çын пирки информации куçармасть

Интернет аталаннă тапхăрта харпăр хăй çинчен информацие хÿтĕлесси уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Уйрăм çынсен кăтартăвĕсене хÿтĕлемелли Пĕтĕм халăх хушшинчи кун пуррине палăртса, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ мĕншĕн кашни çын пирки даннăйсем пуçтарманни пирки пĕлтеретпĕр.
Çĕршывăн ытларах пайĕнче кăçалхи октябрьте иртекен, çитме йывăр е инçетри районсенче апрельтех пуçланакан Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн листисенчи информаци анонимлă. Статистиксем цифрăсемпе ĕçлеççĕ. Вĕсене пĕтĕмлетсе обществăри пулăмсене палăртма май пултăр тесе тăрăшаççĕ. Çыравăн тĕп принципĕ вара — кашни хăй кам пулнине палăртма май туса парасси. Урăхла каласан, статистиксем çынсем мĕн каланине документсемпе çирĕплетмесĕрех ĕненеççĕ, вĕсене çырав хучĕсем çине кĕртеççĕ.
«Эпир информацие тĕплĕн пуçтаратпăр, анчах кашни уйрăм çын çинчен мар: Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн анкетисем çинче çыннăн ячĕ, унăн тупăшĕн калăпăшĕ пирки ыйтусем çук. «Патшалăх пулăшăвĕ» порталпа усă куракансем тата çыравçăсем электронлă çырав хучĕсем çине вăл кăтартусене кĕртмеççĕ», — палăртнă Раççей статистикин ертÿçи Павел Малков.
Çавăн пекех, халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсене налук службисене, Пенси фондне тата ытти органсемпе ведомствăсене памаççĕ. Ку таранччен хамăр çĕршывăн статистика историйĕнче çырав вăхăтĕнче пуçтарнă мĕнле те пулсан вăрттăн кăтарту халăхра сарăлни пулман. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пичетленĕ хыççăн респондентсем тултарнă çырав листисене касса вакласа пĕтереççĕ.
Çитес çырава пула çĕршывра пурăнакансем халăх шучĕ тата наци йышĕ пирки кăна мар, хăйсен регионĕнчи, хулапа ялĕнчи социаллă пурнăçпа экономикăри пулăмсене пĕлме пултараççĕ.
Уйрăм çынсен кăтартăвĕсене хÿтĕлемелли Пĕтĕм халăх хушшинчи куна Европа Совечĕн «Харпăр хăй даннăйĕсене автоматика мелĕпе пĕтĕмлетнĕ чухне уйрăм çынсене хÿтĕлесси çинчен» Конвенцине алă пуснă ятпа çирĕплетнĕ. Конвенци уйрăм çыннăн кăтартăвĕсем тĕлĕшĕпе харпăр хăй пурнăçне тĕкĕнесрен сыхламалли халăхсем хушшинчи пĕрремĕш инструмент пулса тăнă. Ку документ 1985 çулта вăя кĕнĕ, Раççей çĕршывĕ ăна 2010 çулта алă пуснă.
Аса илтеретпĕр, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ кăçал октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен пырать. Унта цифра технологийĕсемпе усă кураççĕ. Çитес çыравăн чи пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхĕ вăл — Раççейре пурăнакан кашни çыннăн Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче /Gosuslugi.ru/ электронлă çырав хутне хуравласа тултарма май пурри. Раççей статистикин çыравçисем кил хуçалăхсене çитсе çынсенчен ыйтса хуравсене ятарлă программăсемлĕ планшетсем çине кĕртеççĕ. Çавăн пекех, ятарлă участоксенче, патшалăх тата муниципаллă пулăшу паракан нумай функциллĕ центрсенче халăх çыравне хутшăнма пулать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *