Пятница, 19 апреля

Ярăнар-ха йĕлтĕрпе

Ярăнар-ха йĕлтĕрпе

Юрĕ çуса лартрĕ халь,
Эх, каяр-ха вăрмана,
Йĕлтĕрпе ак ярăнса
Çирĕплетер сывлăха.
Комсомольски вăрманĕнче «Резерв» ООО çумĕнче кăнтăрла çеç мар, каçпа та йĕлтĕрпе ярăнма пулать, мĕншĕн тесен йĕлтĕр йĕрне электричество ламписем çутатаççĕ. Ĕçлекен çынсем ĕç пĕтнĕ хыççăн кунта ярăнма килеççĕ. Ĕçлемен пенсионерсем тата ытти пушă вăхăтлă çынсем кăнтăр çутипе ярăнаççĕ. Анчах та канмалли кунсенче йĕлтĕрпе ярăнакансен шучĕ нумаях мар, ытларах тивĕçлĕ канурисем кунта вăхăт ирттереççĕ. Апла пулин те, хушăран канмалли кунсенче ялсенчен машинăпа çемйипех килсе ярăнакансем те пур. Иртнĕ çулсенче шкулта вĕренекенсем класс ертÿçи илсе пынипе пĕтĕм класĕпех киле-киле ярăнатчĕç, хальхи вăхăтра ун пекки питех курăнмасть, питĕ сайра пулкалать.
Йĕлтĕрпе ярăннин усси çинчен нумай çыраççĕ, тухтăрсем те çакнах калаççĕ, анчах та халăх сывлăха çирĕплетме васкамасть. Хĕллехи кунсенче лайăх çанталăкра йĕлтĕрпе ярăнма пушă вăхăт тупма пулатех пулĕ. Кунĕпе телевизор пăхса ларса куçа пăсиччен вăрманта уçă сывлăшпа сывлани усăллăрах пуль ĕнтĕ. Вăрманта йĕлтĕр йĕрĕ пур, ăна тасатсах тăраççĕ. Предприятисенче, учрежденисенче, эрнипех кабинетсенче ларса ĕçлекенсен вăрманта уçă сывлăшра йĕлтĕрпе кăмăл туличчен ярăнсан лайăх пулмалла ĕнтĕ, ĕçĕ те ăнса пырĕ.
Хĕл иртсе кайиччен йĕлтĕрпе чупса, савăнса юлар, сывлăха çирĕплетер.
В.ПУНДЯКОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *