Воскресенье, Август 9

Спортпа туслашма пулăшать

Паянхи кун районта пурăнакан чылай çыншăн спорт пурнăç йĕрки пулса тăнă. Вĕсем куллен чупаççĕ, ишеççĕ, командăллă вăйăсене хутшăнаççĕ, спортăн тĕрлĕ енĕпе интересленеççĕ. Спорт пурнăçра пысăк вырăн йышăнтăр тесен, паллах, мĕн пĕчĕкрен физкультура туни, спортпа туслашни кирлĕ. Шăпах ачасем хушшинче спорта аталантарма пулăшакан çынсенчен пĕри вăл — Урмаел вăтам шкулĕнче физкультура урокĕсене вĕрентекен Нежеметдин Сахров.
Нежеметдин Садртдинович 40 çул ытла физрукра тăрăшать. Чунĕ ыйтнипе суйланă вăл çак ĕçе, çавăнпа та вăл ăна пĕрре те йăлăхтармасть, киленĕç çеç кÿрет. Унăн вĕренекенĕсем час-часах районта иртекен олимпиадăсенче, тĕрлĕ ăмăртусенче мала тухаççĕ, республика шайĕнчи тупăшусене хутшăнаççĕ. Нежеметдин Сахров вĕрентнĕ ачасем хушшинче спортăн тĕрлĕ тĕсĕсемпе разрядсене, спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçнисем чылайăн. Унсăр пуçне вĕсем хушшинче Афган вăрçи вăхăтĕнче паттăрлăхпа палăрнисем те пур.
Паллах, мĕн пĕчĕкрен спортпа туслашса кĕлеткене аталантарни, пиçĕхтерни, вăй-хала çирĕплетни салтака кайсан чылай пулăшать. Çавăнпах ĕнтĕ Урмаел каччисем çĕршыв умĕнчи тивĕçне чыслăн пурнăçласа таврăнаççĕ, юратнă вĕренткенне физкультурăпа, спортпа туслашма пулăшнăшăн тав тăваççĕ.
Сăмах май каласан, Нежеметдин Садртдиновича кашни çулах районти шкулсенче 10-мĕш класра вĕренекен яшсемпе çар вĕренĕвĕсем йĕркелеме шанаççĕ. Темиçе куна тăсăлакан вĕренÿ вăхăтĕнче шкул ачисем тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ илеççĕ, салтак пурнăçне тутанса кураççĕ.
Нежеметдин Садртдинович шкулта ĕçленипе çеç мар, «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче те нумай çул тренер-преподавательте ĕçлет. Унта вăл ачасене акватлон енĕпе хатĕрлет. Тренерăн пултарулăхне ун патне куллен çÿрекен спортсменсен ÿсĕмĕсем те çирĕплетеççĕ. Акватлон команди яланах тĕрлĕ шайри ăмăртусенчен çĕнтерÿпе таврăнать. Хаçат страницисенче эпир час-часах вĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштаратпăр. Пĕлтĕр, сăмахран, ачасем республикăри ăмăртусенче çеç мар, Хусанта, Чулхулара иртнĕ тупăшусенче те мала тухма пултарнă. Çулталăкра 15 спортсмен пĕрремĕш разряда тивĕçнĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ ята тивĕçнисем те пур Н.Сахров хатĕрлекен ачасем хушшинче.
Пултаруллă педагогăн, тренерăн хăйĕн те Хисеп грамотисем, Дипломсем, Тав хучĕсем чылай. Вăл — РФ пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ.
«Çитĕнÿсем тăвас тесен куллен тренировкăсене çÿремелле, кĕлеткене пиçĕхтермелле, вăй-хала аталантармалла. Спорт çирĕп кăмăллисене, малтан мала ăнтăлма пултаракансене кăмăллать», — тет Нежеметдин Садртдинович хăйĕн вĕренекенĕсене.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code