Среда, Сентябрь 30

Халăх çыравĕ – самана тĕкĕрĕ

Халăх çыравĕ – самана тĕкĕрĕ

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 2020 çулхи октябрьте иртет, çĕршывăн инçетри тата çитме йывăр районĕсенче вăл апрельтех пуçланать. Раççей империйĕнче тата СССРта халăх çыравĕ хăçан иртни, çыравçăсем миçемĕш çулта хамăр çĕршывра туса кăларнă электронлă шутлав машинисемпе усă курни, халăх çыравĕ çинчен совет панкĕсем мĕншĕн юрлани пирки каласа парăпăр паян.
Халăх çыравне ирттерес тĕлĕшпе кашни çĕршывăн хăйнеевĕр йăла йĕркеленнĕ. Америкăра, тĕслĕхрен, çырава апрельте ирттереççĕ, Германире — май —июнь уйăхĕсенче. Пирĕн çĕршывра вара малтанрах январьте ирттересси йăлана кĕнĕ. Ку йĕрке 1897 çултан пуçланнă. Çав çул январĕн 28-мĕшĕнче /çĕнĕ стильпе февралĕн 9-мĕшĕнче/ çырав иртнĕ. Пĕтĕм Раççейри статистика тĕпчевне массăллă информаци хатĕрĕсем анлăн çутатнă. Çырав пуласси пирки пĕлтерÿсене чиркÿсем çывăхĕнче, вулăс правленийĕсенче тата халăх канма пуçтарăннă вырăнсенче çапнă.
Иккĕмĕш çырав — Пĕтĕм Союзри пĕтĕм халăх çыравĕ — тепĕр 29 çултан тин 1926 çулхи январьте иртнĕ. Çыравçăсем хăйсене халăх пур çĕрте те ырă кăмăлпа ăшшăн кĕтсе илнине, пулăшнине палăртнă. Тĕслĕхрен, Грузире çынсем хăйсем çуртсем патне çыравçăсем валли çула юртан тасатнă. Çав вăхăтрах, Турра ĕненекенсем хăшпĕрисем çыравçăсен ыйтăвĕсене хурав пама килĕшменни те тĕл пулкаланă. Калăпăр, Архангелогород кĕпĕрнинчи Мезенск уесĕнче пурăнакансем «турă чури» тесе çыравçăсен урисем патне чĕркуçленсе ларнă та ыйтусем çине хуравламан. Турухан кра-йĕнче вара пăлан ĕрчетекенсем патĕнче шаман ирĕк памасăр çырав пуçланман.
1939 çулта Пĕтĕм Союзри халăх çыравне ирттернĕ çĕрте авиаципе усă курма пуçланă. Максим Горький ячĕллĕ эскадрилья çитме йывăр районсене çыравçăсене илсе çитернĕ тата халăхра листовкăсем салатнă. 1959 çулта çырав валли листасене çырса тултармалли инструкцисемпе плакатсем пичетлесе кăларнă. Унсăр пуçне, пĕрремĕш хут çав плакатсем вырăсла кăна мар, СССРти халăх чĕлхисемпе те тухнă.
Халăх çыравĕ вăхăтĕнче электронлă техникăпа усă курасси 50 çул каялла пуçланнă.1970 çулта алăпа çырнă çырав хучĕсенчи кăтартусене ятарлă бланксем çине куçарнă, унтан ăна çав информацие вулакан оптикăллă машина çине кĕртнĕ. Çырав кăтартăвĕсене «Минск-32» электронлă шутлав машинисемпе /ЭВМ/ пĕтĕмлетнĕ.
Ун хыççăнхи халăх çыравĕ 1979 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче пуçланнă та сакăр куна пынă. Унта 600 пин çыравçă хутшăннă. Ун чухне ытти çулхисенчен пачах урăхла бланксемпе усă курнă. Вăл хутсенчи информацие оптикăлла вулакан автоматсем урлă тÿрех электронлă шутлав машинисем çине кĕртме май пулнă. Техника çĕнĕлĕхĕсем çырав пĕтĕмлетĕвĕсене хăвăртлатнă тата укçа-тенкĕ тăкакĕсене чакарма май панă.
Совет тапхăрĕнчи юлашки çыравра, 1989 çулта, халăхран ыйтса çырмалли хутсем çине пурăнмалли условисем пирки çĕнĕрен çичĕ ыйту кĕртнĕ. Çырав символикине почта маркисем, конвертсем, шăрпăк курупкисем, календарьсем çине пичетленĕ. Хальхи пек каласан, информацие халăх патне «кашни утюгран» çитернĕ. Тен, çавăнпах пулĕ, Мускаври «Сырок-89» легендарлă рок-фестивальте «Халăх çыравĕ» ятлă юрă янăранă.
Çанталăк условийĕсене кура тата çĕнĕ çулхи каникул кунĕсем йышланнине шута илсе халăх çыравне ирттермелли вăхăта улăштарнă. 2002 тата 2010 çулсенчи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕсем октябрьте иртнĕ. Вуниккĕмĕш тата цифрăллă пĕрремĕш çырав 2020 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕ-шĕччен пырать.
Халăх çыравĕсем пире иртнипе, пирĕн мăн асаттесемпе, йăх-несĕлпе тачă çыхăнтараççĕ, пуласлăха тума пулăшаççĕ. Унăн кăтартăвĕсем çитес çулсем валли социаллă программăсем хатĕрлесе йышăнма май парĕç.

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИ
Чăваш халăхĕн паллă просветителĕ, педагогĕ, писателĕ тата куçаруçи Иван Яковлевич Яковлев 1897 çулхи пĕрремĕш Пĕтĕм халăх çыравне активлă хутшăннă. Вăл çыравăн тĕллевĕсемпе задачисем пирки брошюрăна чăвашла куçарнă. Ăна вулăссенче тата ялсенче пухусенче вуласа панă, Чĕмпĕр, Хусан тата ытти кĕпĕрнесенче пурăнакан чăвашсене унпа паллаштарнă. Ку брошюра Санкт-Петербургра тата Хусанта пысăк тиражпа пичетленсе тухнă. Çавăн пекех, çырав листисен ячĕсене ?заголовки/ чăвашла куçарнă. Иван Яковлева çавăншăн «1897 çулхи пĕрремĕш Пĕтĕм халăх çыравĕнчи ĕçсемшĕн» медальпе наградăланă.
Пĕрремĕш çырав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш Республикин паянхи чиккисемпе илсен, 690,9 пин çын пурăннă, вĕсенчен 3,5 проценчĕ — хулара.
Октябрьти революци хыççăнхи 1926 çулхи Пĕтĕм Союзри халăх çыравĕ пĕтĕм çĕршывĕпе иртнĕ. Ун пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăвашъенре пурăнакансен йышĕ 890,8 пин çын пулнă, вĕсенчен 45,2 пинĕ хула çынни шутланнă е 5,1 процент. 1939 çулхи çырав вара халăх шучĕ республикăра 1,2 хут ÿснине — 1078,1 пин çынна, хулара пурăнакансем те йышланнине — 12,2 процента çитнине кăтартса панă.
1959 çулхи халăх çыравне Чăваш автономийĕнчи 1098,2 пин çын хутшăннă. Унăн пĕтĕмле-тĕвĕсем тăрăх, Совет Союзĕнчи хуласем хушшинче Шупашкар 145-мĕш шутланнă.
Республикăри хуласем пысăк хăвăртлăхпа сарăлса пыраççĕ, çĕнĕ çуртсемпе районсем ÿсеççĕ. 1970 çулхи çырав тĕлне Чăвашъен тĕп хули халăх йышĕпе çĕршыври 45 хуларан /тĕслĕхрен, Вологдăран, Смоленскран, Норильскран/ иртсе кайса 102-мĕш вырăна çĕкленнĕ. 1959 çулта Шупашкар районĕнчи Баннов ял советне кĕнĕ 3,6 пин çынлă ялсем вырăнне 1970 çул тĕлне 38,8 пин çынлă хальхи хула Çĕнĕ Шупашкар ÿссе ларнă.
Ун хыççăн халăх çыравĕсем 1979 тата 1989, Раççейĕн çĕнĕ историйĕнче вара 2002 çулсенче иртнĕ.
2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн кăтартăвĕсем тăрăх республикăра 1251,6 пин çын шутланать, вĕсенчен 58,8 проценчĕ — хулара пурăнакансем.
Аса илтеретпĕр, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ кăçал октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен пырать. Унта цифра технологийĕсемпе усă кураççĕ. Çитес çыравăн чи пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхĕ вăл — Раççейре пурăнакан кашни çыннăн Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче /Gosuslugi.ru/ электронлă çырав хутне хуравласа тултарма май пурри. Раççей статистикин çыравçисем кил хуçалăхсене çитсе çынсенчен ыйтса хуравсене ятарлă программăсемлĕ планшетсем çине кĕртеççĕ. Çавăн пекех, ятарлă участоксенче, патшалăх тата муниципаллă пулăшу паракан нумай функциллĕ центрсенче халăх çыравне хутшăнма пулать.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code