Суббота, 20 апреля

Пуху иртрĕ

Пуху иртрĕ

Январĕн 29-мĕшĕнче районта пурăнакан граждансен пĕрремĕш пухăвĕ иртрĕ. Виçпÿртпе Çĕнĕ Шăхран ялĕсенче пурăнакансене Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова çулталăк хушшинче туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Кăçал Аслă Çĕнтерĕве 75 çул, Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттерекен мероприятисене тĕплĕн хатĕрленмеллине те палăртрĕ вăл.
Пухăва пуçтарăннисем Виçпÿрт ялĕнчи Кооперативная, Çĕнĕ Шăхранти Молодежная урамсене хытă чул сарассине, плотинана юсассине тата ытти ыйтусене те хускатрĕç. Ял халăхĕ каçхине урамсенче çутă çуккишĕн пăшăрханнине пытармарĕ. Çынсем çак ыйтусене татса пама май килессе шанаççĕ, хăйсен енчен май пулнă таран пулăшма вĕсем яланах хатĕр.
Район администрацийĕн капиталлă строительство, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Александр Краснов, РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Ирина Белобаева, районти социаллă пулăшу кÿрекен центрăн специалисчĕ Ирина Долгова, 31-мĕш пушар хурал чаçĕн начальникĕ Михаил Дряблов тата районтан килнĕ ытти специалистсем пуçтарăннисене интереслентерекен ыйтусем çине тулли хурав пама тăрăшрĕç.
Клуба пуçтарăннă халăх пуласлăха шанса килелле тулли кăмăлпа саланчĕ.
Л.ТИХОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *