Пятница, 26 апреля

Наградăна тивĕçнĕ

Наградăна тивĕçнĕ

Кайнлăк ялне 1928—1929 çулсенче Урмаел ялĕнчен куçса килнĕ çынсем пуçарса янă. Çак ялтан 1939 çулта Идий Мухаметдзянович Ахметов салтака кайнă. Служба вăхăтĕнче вăл сержант званине илме тивĕçнĕ, отделени командирĕн пулăшаканĕ пулнă. Юлташĕсем салтака хисепленĕ, спорт мероприятийĕсенче те вĕсем яланах пĕрле тупăшнă.
1941 çул. Совет çĕршывне нимĕçсем тапăнса кĕнĕ, тискер вăрçă пуçланнă. Тăван çĕршыв хăрушлăха лекнĕ. Пирĕн ентеш вăрçăн пирвайхи кунĕсенче стрелоксен 13-мĕш дивизинче çапăçнă. Сентябрь уйăхĕнче Белорусси çĕрĕнче унка лекнĕ, пĕчĕк ушкăнпа унтан чĕрĕ-сывă тухма пултарнă. Унтан сентябрĕн 5-мĕшĕнче Харьков хулине хÿтĕленĕ вăхăтра Ахметов сержанта нимĕç пульли йывăр амантнă.
Сипленнĕ хыççăн 1942 çулхи ноябрь уйăхĕнче вăрçă сукмакĕ ăна стрелоксен 11-мĕш дивизийĕн 8-мĕш стрелоксен полкне илсе çитернĕ. Ахметов сержант Сталинград хулинчи çапăçусене хутшăннă. 1943 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче нимĕç салтакĕсем пытанса ларнă пурăнмалли çуртсене алă пулеметĕнчен пенĕ вăхăтра Кайнлăк каччине иккĕ-мĕш хут амантнă. 1943 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа вăл пограничниксен 90-мĕш полкĕнче службине малалла тăснă, Украина çĕрне нимĕçсенчен хăтарма хаяр çапăçусене хутшăннă, 3-мĕш хут аманнă. Пурĕ пирĕн ентеш урнă тăшмана хăйĕн йăвине каялла хăваланă чухне 4 хут суранланнă пулнă.
1945 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче пограничниксен 90-мĕш полкĕн командирĕ Золко полковник Ахметов сержанта 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденне пама награда хучĕ хатĕрленĕ. 1945 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче вăл фронтри 270-мĕш номерлĕ приказпа килĕшÿллĕн наградăна илме тивĕç пулнă.
1946 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче пирвайхи награда хучĕпех ăна тепĕр хут награда илме тăратнă. Çак çулхи июнĕн 26-мĕшĕнче 894-мĕш номерлĕ фронтри приказпа килĕшÿллĕн фронтовике 2-мĕш степеньлĕ Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕ парса чысланă.
Вăрçă пĕтсен Идий Ахметов каялла Кайнлăка таврăннă, çак ялтах ĕмĕрне пурăнса ирттернĕ. 1973 çулта çĕре кĕнĕ, йывăр тăпри çăмăл пултăр фронтовикăн. Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен паттăрлăхне ĕмĕр-ĕмĕрех асра тытар. Ан пултăр вăрçă нихăçан та çĕр çинче!
П.ЗАЙЦЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *