Пятница, 27 января

Пурăнакан вырăнта тирпейлĕ тата каçхине çутă пулмалла

Пурăнакан вырăнта тирпейлĕ тата каçхине çутă пулмалла

2019 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче кун çути курнă «Каçал ен» хаçатăн 90-мĕш номерĕнче «Тирпейлĕхе хăнăхма йывăр-ши;» материал пичетленсе тухнăччĕ. Çакăн хыççăн районти прокуратура ĕçченĕсем пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртес ĕç епле пурнăçланнине, вăл çут-çанталăка сыхлас саккунлăхпа килĕшсе тăнине тĕрĕслерĕç. Тĕрĕслев хыççăн çакă паллă пулчĕ — Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕ ял поселенийĕнче хыт каяш пуçтарассине тата ăна илсе тухассине кирлĕ пек йĕркелемен. Çавна май Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ çывăхĕнчи тăкăрлăкра каснă йывăç тураттисем пухăнса кайнă.
Саккуна пăснине тупса палăртнă, Комсомольския ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ячĕпе район прокуратури представлени кăларнă.
Хаçатăн пĕлтĕрхи 92-мĕш номерĕнче те «Ялта çутă çук» материал пичетленсе тухнăччĕ. Ун хыççăн та прокуратура ĕçченĕсем вырăна çитсе Кайнлăк ял тăрăхĕн администрацийĕ каçхи вăхăтра ялти урамсенче çутă çутассине еплерех йĕркеленине тата саккуна пăхăнса ĕçленине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев хыççăн Хирти Мăнтăр ял урамĕсенче çутă çутманнине тупса палăртнă. Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ячĕпе представлени çырнă.
Ял çыннисене вара аса илтеретпĕр: район прокуратуринче хĕрÿ лини ĕçлет. Ыйтусемпе шăнкăравлама пултаратăр, телефон — 8/83539/ 5-13-13.
А.АФАНАСЬЕВ,
район прокурорĕн çумĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *