Паттăрлăх вилĕмсĕр

Паттăрлăх вилĕмсĕр

Сингатулла Шейхутдинович Айзатуллов 1925 çулта Тутар Йăвашкел ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Каччă 18 çул тултарсан, 1942 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче, Хĕрлĕ çара кайнă. Танксен 2-мĕш çарĕнчи 35-мĕш мехбригадăра инженерипе мина ротинче унăн служби пуçланнă. Çамрăк салтак командирсем, юлташĕсем умĕнче хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Çавăнпа та часах ăна отделени командирне лартнă, кĕçĕн сержант званине панă.
1945 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче Оборотник районĕнче пирĕн çарсем тапăнса пынă. Танксене чăрмавсем урлă каçма вырăн хатĕрленĕ вăхăтра Сингатулла Айзатуллов тăшман дозорне тĕп тунă, 5 нимĕç салтакне леш тĕнчене ăсатнă. Тепĕр кунне фа шистсем тĕлли-паллисĕр пенĕ вăхăтра пирĕн çарсем танксене Германири Нетце юханшывĕ урлă каçарса яраççĕ. Çак паттăрлăхшăн пирĕн ентеше 1945 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ парса чыслаççĕ.
1945 çулхи февралĕн 9-мĕшĕнче Сингатулла Айзатуллов ертсе пыракан отделени Ганзенберг районĕнчи çурçĕр-хĕвелтухăç енчи çапăçусенче нимĕçсен 4 атакине пусарса лартнă. Пирĕн ентеш хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр отделенири салтаксене хавхалантарса малалла ыткăннă, 12 тăшмана çапăçу хирĕнче вырттарса хăварнă. Февралĕн 19-мĕшĕнче Бан районĕ çывăхĕнче нимĕç танкĕсене хирĕç мина уйĕ хатĕрленĕ, çав вăхăтрах 2 нимĕçе тĕп тунă. 25-мĕш подразделени приказĕпе килĕшÿллĕн Сингатулла Айзатуллов 1945 çулхи мартăн 13-мĕшĕнче 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденне тивĕçнĕ.
Награда хучĕпе паллашар: «1945 çулхи апрелĕн 24-мĕшĕнче Мальхов районĕнче çулсене инженери разведки тунă вăхăтра пирĕн отделени нимĕçсен автоматчикĕсемпе тĕл пулнă. Вĕсем взвода яхăн /30 салтак/ пулнă. Айзатуллов командир çухалса кайман, кашни салтака кирлĕ пек вырнаçтарса хаяр çапăçу пуçланă. Тăшмансем пурте пуçĕсене хунă. Хушнă задание отделени тивĕçлĕн пурнăçлама пултарнă. 1945 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче Айзатуллов командир Берлин çывăхĕнче баррикада патне пуринчен малтан шуса пырса граната ывăтнă, 5 фашиста вĕлернĕ. Пирĕн тапăнса пыракан чаçсем уçнă çулпа çĕнтерĕве малалла çывхартма васканă. Çак паттăрлăхшăн, хăюлăхшăн, герой пулнăшăн Айзатуллов кĕçĕн сержанта Ленин орденĕ парас», — тесе çырнă унта. Документа аслă лейтенант Латыпов 1945 çулхи майăн 5-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. Анчах та пирĕн ентеш фронтри приказпа килĕшуллĕн 1945 çулхи майăн 21-мĕшĕнче 2-мĕш степеньлĕ Мухтав орденне кăкăрĕ çине çакса тăван килне таврăннă.
Паттăр салтак вăрçăран таврăнсан тăван енрех пурăннă, 1997 çулта пи-рĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă. Аслă Отечественнăй вăрçă кĕрлесе иртнĕренпе нумай çул хыçа юлчĕ. Апла пулин те, мирлĕ тÿпе парнелес тесе тăшмана хирĕç ыткăннă ентешсене, вĕсен паттăрлăхне манар мар, ĕмĕр асра тытар.
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *