Четверг, 18 апреля

Ентешлĕх – пысăк пуянлăх

Комсомольски районĕн «Кĕтне» ентешлĕхне йĕркеленĕренпе 22 çул çитрĕ. Çирĕм икĕ çул! Пĕр пăхсан, ку нумай та мар, сахал та мар, çав вăхăтрах — нумай та ку, сахал та… Çак вăхăтра ентешсем çулсерен пухăнса савăнма май тупрĕç. Вăл çеç-и? Пурте пĕрле пухăнса мĕн чухлĕ пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçларĕç пулĕ. Пĕтĕмпех районта пурăнакансен куçĕ умĕнче. 2019 çулта эпир Комсомольски районĕ 80 çул тултарнине паллă турăмăр. Акатуй уявне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан     ентешсем   килсе   çитрĕç.   Акă,   январĕн  26-мĕшĕнче Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче иртнĕ савăнăçлă уява та ентешĕмĕрсем йышлăн пухăнчĕç. Унта хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ, халĕ тĕп хулара тĕрлĕ ĕçре вăй хуракан ентешсемпе ветерансем, çавăн пекех район делегацийĕ килсе çитрĕç. Зал туллиех халăх пухăнчĕ. Апла пулсассăн ентешсем пĕр-пĕрне курса калаçма, пĕрле пуçтарăнса савăнма яланах хавас.
Уяв — пĕрле пуçтарăнса савăнмалли кун. Çавна май пухăннисене РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, ЧР культура тата наципе архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Елена Чернова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Кĕтне» ентешлĕх председателĕ Валери Туркай ăшшăн саламларĕç. Пултаруллă, маттур, тăрăшуллă çынсене Тав, Хисеп хучĕсемпе парнесем парса чыс турĕç.
Уяв сцени çинче «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕ, «Каçал», «Уяв», «Мишар» халăх ансамблĕсем, уйрăм юрăçсем — Светлана Печникова, Николай Прокопьев, Лидия Изекеева, Дмитрий Лукиянов, Викторпа Альбина, Александр Кокшинсем, Ирина Лампасова, Ольга Лукова, Ильнар Хисамов, Ильдус Шайдуллин, Виктор Шамбулин, Марина Волкова, Дмитрий Морозов — черетленсе илемлĕ те уçă сассисемпе куракансен кăмăлĕсене уçрĕç. «Каçал» ансамблĕн арçынсен ушкăнне вара тăвăллăн алă çупса чылайччен тав турĕç. Купăссемпе тата тĕрлĕ инструментсемпе вылякан арçынсене куракансем хапăлласах йышăнчĕç. «Островок» ташă ушкăнĕ куракансене илемлĕ ташăсемпе савăнтарчĕ.
«Кĕтне» ентешлĕх уявĕ хаваслă, шавлă, асра юлмалла иртрĕ. Каçал тăрăхĕ маттур, харсăр, пултаруллă çынсемпе пуян пулнине тепĕр хутчен ĕнентерсе пачĕ.
/ХАМĂР ИНФ./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *