Пятница, 19 апреля

Вăхăтра тÿлени паха

Вăхăтра тÿлени паха

2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен МВК «Экоцентр» ООО хыт каяша тирпейлессипе регионаллă оператор пулса ĕçе пикенчĕ. Çак вăхăтран пуçласа паянччен эпир чылай çĕнĕлĕхпе тĕл пултăмăр, хыт каяша тирпейлессипе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврăмăр. Паян эпир пĕрремĕш пĕтĕмлетÿсем тума пултаратпăр.
ЧР Строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх министерстви хыт каяша тирпейлемелли йĕркене тата кашни çынна тивекен нормативсене çирĕплетнĕ. 2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2019 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен республика территорийĕнче 160 ытла ятарлă техника хатĕрĕпе усă курса 2,8 миллион кубла метр ЙХК турттарнă. Паянхи кун тĕлне регионаллă оператор 13667 контейнер площадкинчен çÿп-çап турттарать. Пĕлтĕрхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра пурĕ 20046 контейнер вырнаçтарса лартнă, çав шутра республика бюджетĕнчен уйăрнă укçапа 7698 контейнер туяннă.
Пирĕн районта пурĕ 409 çÿп-çап площадки, вĕсенче 829 контейнер вырнаçтарса лартнă. ЙХК турттарса тухас ĕçе «Чистый город» ООО пурнăçлать. Çулталăкра район территорийĕнчен 40 пин кубла метр ЙХК турттарса тухнă.
Шел пулин те, ку ĕçсемшĕн тÿлемелли укçана пурте кашни уйăхра тÿлесе пыма васкамаççĕ. Пурĕ районта пурăнакансен 69 проценчĕ çеç укçана вăхăтра тÿлет. Пĕтĕмĕшле парăм 7,8 миллион тенкĕпе танлашать. Çавна май регионаллă оператор парăмçăсене суда парать. Хальлĕхе 1,5 миллион тенке суд урлă шыраса илмелле тунă. Парăм суммисĕр пуçне граждансен неустойкăна тата суд тăкакĕсене тÿлесе татмалла пулать. Укçана тÿлемесен суд приставĕсем парăмçăн харпăрлăхне арестлеççĕ, унсăр пуçне çĕршывран тухма, харпăрлăхпа регистраци ĕçĕсем тума чараççĕ. Çакăн пек пулса ан тухтăр тесен йăлари хытă каяшсене тирпейленĕшĕн кашни уйăхра тÿлесе пыма ан манăр, вăхăтра тÿленине нимĕн те çитмест.
Материала район администрацийĕн капиталлă строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх уйрăмĕ панă информаципе хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *