РФ Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура çĕршывра демографи лару-тăрăвĕ кăткăс пулнине палăртнă. Пирĕн районти çуратаслăхпа тата вилеслĕхпе çыхăннă лару-тăру та чылай шухăшлаттарать.
2019 çулта районта пурăнакансем патне 160 «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килнĕ. 2018 çултипе танлаштарсан ку кăтарту пĕчĕкрех, ун чухне çулталăкĕпе 187 пепке çут тĕнчене килнĕ пулнă. Çав вăхăтрах пурнăçран уйрăлакансен шучĕ палăрмаллах пысăк. 2019 çулта районĕпе пурĕ 397 çын вилнĕ /2018 çулта — 342 çын/.
Пĕлтĕр пĕр çемье чăмăртаса пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса утма пуçланă мăшăрсен шучĕ нумайланнă. Пурĕ районта 94 хутчен Мендельсон маршĕ янăранă /2018 çулта — 88/. Çав вăхăтрах 47 çемье арканнă. 2018 çулта ку кăтарту 43-пе танлашнă.
О.ФЕДОТОВА.