Пятница, 19 апреля

Спорт – пирĕн пурнăç йĕрки

Республикăра «Демографи» наци проекчĕн «Спорт — пурнăç йĕрки» проекчĕ ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать.
Проектăн тĕллевĕсенчен пĕри вăл — спортпа туслă граждансен шутне 2024 çул тĕлне 55 процента çитересси. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче ятарлă площадка та йĕркеленĕ.
«ГТО» комплексĕ валли йĕркеленĕ вырăн 315 тăваткал метр йышăнать. Кунта 30 тĕрлĕ тренажер вырнаçтарнă: турниксем, теннисла вылямалли сĕтел тата ытти те.
Площадка пурри кăмăл пур çынсене спортри пултарулăхне тĕрĕслесе, аталантарса «ГТО» нормисене пурнăçлама май парать. Кунсăр пуçне объектсемпе спортсменсен ĕç-хĕлĕнче те усă курасси планра.
Аса илтеретпĕр — проект 2019— 2024 çулсенче пурнăçланмалла.
Проект ĕçе кĕрет пулсассăн ГТО нормативĕсене пурнăçлакансем те сахал мар пулĕç тесе шутлатпăр. Акă, «Кĕтне» ФСК директорĕн çумĕ Петр Порядков пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ спорт площадки хута яни район çыннисен сывлăхне çирĕплетме, ÿт-пĕвне аталантарма хушма мелсем туса парать.
— Площадка ноябрь уйăхĕнче хута кайрĕ. Кунтан вара çын татăлмасть, кăнтăрла та, каçхине те çынсем сывлăха çирĕплетме васкаççĕ. Кам туртăнать, кам чупать, кам зарядка тăвать, ГТО нормативĕсене пама хатĕрленекенсем те пур. Çуллахи вăхăтра вара асăннă площадкăпа татах та витĕмлĕрех усă курăпăр — ГТО нормативĕсене йышăнăпăр. Палăртса хăваратăп — нормативсене пурнăçлама кунта çав тери меллĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн вара паянхи куна районта пурăнакансенчен чылайăшĕ вĕсене пурнăçлама ĕлкĕрнĕ. Ача садне çÿрекенсенчен пуçласа аслă çулхисем таранах нормативсене панă. 2019 çула илес пулсассăн пурĕ 800 çынна йышăннă. Икĕ çул хушшинче организацисемпе предприятисенче тăрăшакансенчен 73,7 проценчĕ ĕçпе хÿтĕлеве хатĕррине пĕлтерсе нормативсене пурнăçланă. Çак енĕпе малашне те ĕçлетпĕр. Кашниех хăйĕн ÿсĕмне кура нормативсене пурнăçлама пултарать. Эпир вĕсене яланах хавас, — пĕлтерчĕ Петр Порядков.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *