Пятница, 19 апреля

Çулталăкри ĕçе хак пачĕç

Сиссе те юлаймарăмăр — 2019 çул иртсе те кайрĕ, çулталăк тăршшĕпе мĕн кăна пулса иртмерĕ. Çавна май РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнче вăй хуракансем пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетсе кăçала валли çĕнĕ тĕллевсем палăртма оперативлă канашлăва пуçтарăнчĕç.
Мероприятие ЧР ШĔМĕн полици начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Игорь Баранов, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен прокурорĕсем Олег Васильевпа Сергей Фирсов, Комсомольски тата Елчĕк район администрацийĕсен пуçлăхĕсем Александр Осиповпа Николай Миллин тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Чи малтанах РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомоль-ский» уйрăмĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин иртнĕ çулхи кăтартусемпе паллаштарса доклад турĕ. Пĕлтĕр йĕрке хуралĕнче тăрăшакансем граждансене преступлени тăвассинчен сыхлас, тунă преступленисене уçса парас тĕллевсемпе чылай ĕç туса ирттернĕ. Пурĕ çулталăк тăршшĕнче Елчĕк тата Комсомольски районĕсенче пурăнакансем 4621 хут полици ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтнă. Пĕлтĕр, пĕтĕмĕшле илсен, 215 преступлени тунине регистрациленĕ, ку вăл 2018 çулхинчен 4,9 процент ытларах. Çав шутра Елчĕк районĕнче преступлени тăвасси 18,1 процент ÿснĕ, пирĕн районта вара 2,3 процент чакнă. Районти лару-тăрăва илес пулсан, Кайнлăк тата Чĕчкен ял тăрăхĕсенче преступлени шайĕ ÿснĕ, ыттисенче вара лару-тăру малтанхи пекех юлнă е преступленисен шучĕ чакнă.
Йĕрке хуралĕнче тăрăшакансен ĕçне хакламалли енсенчен пĕри — преступленисене мĕнле уçса пани. Кăçал ку кăтарту 93 процентпа танлашнă /республикăри вăтам кăтарту — 69,3 процент/. Хальлĕхе 15 преступление уçса пама май килмен. Çав шутра интернетпа усă курса çын укçине вăрланă тĕслĕхсем нумай. Ултавçăсенчен сыхланмалли çинчен темле майпа та халăха асăрхаттарма тăрăшсан та ют çынсене ĕненсе укçасăр тăрса юлакансем чылай пулнине палăртрĕ Ринат Семигуллович. Унсăр пуçне унччен тунă 24 преступление уçса пама май килнĕ.
Ятарлă профилактика мерисем пурнăçлани, тĕрлĕ вырăнсенче çĕрлехи нарядсем вырнаçтарни обществăлла вырăнсенче тăвакан преступленисен шутне 25,5 процент чакарма май панă. Урамра тунă преступленисен шучĕ 24-па танлашнă /2018 çултинчен 10 сахалрах/. Çав шутра 19 тĕслĕхре çынсем ÿсĕрле преступлени çулĕ çине тăнă. Обществăлла вырăнсенче тăвакан преступленисене уçса парассинче тата вĕсене тăвассинчен асăрхаттарассинче видеокамерăсем пысăк пулăшу кÿреççĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕ умне лартнă тĕллевсене пĕлтĕр аван пурнăçласа пынине палăртрĕ Ринат Зайнуллин. Çавăн пекех вăл кăçалхи тĕллевсемпе те паллаштарчĕ.
Оперативлă канашлăва пуçтарăннисем РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн ĕçне хакларĕç, районсенчи йĕркене тивĕçлĕ шайра сыхланăшăн тав турĕç, малашне те шанса панă ĕçсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама сунчĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *