Пятница, 26 апреля

Хĕл – хаваслă вăхăт

Хĕл ачасене хăйĕн илемĕпе часах савăнтармарĕ. Çапах та пурте чăтăмсăррăн кĕтни сая каймарĕ. Раштав уйăхĕн пĕр кунĕнче лапка-лапка йĕпе юр çуса пачĕ. Пĕчĕк шăпăрлансем кантăк енчен куçĕсене илмерĕç.
«Хĕвел шевлисем» ушкăнри ачасем васкаса тумланса урама уçăлма тухрĕç. Юрĕ сахал пулин те, юр кĕлетке тумалăх пуçтарăнчĕ. Çав тери тăрăшса ĕçлерĕç пĕчĕкскерсем. Часах юр кĕлетке пулса та тăчĕ. Ăна тĕрлĕ тумпа илемлетрĕç, юнашар тăрса сăн ÿкерĕнчĕç. Мĕн тери хаваслă пулчĕ çак кун, урамран кĕрес те килмерĕ. Çапла, ачасене савăнтарма нумай та кирлĕ мар.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Эпир малашне юр нумай çăвасса шанса пĕчĕккĕн юртан купасем тăватпăр. Вылямалли лаптăксенче илемлĕ кĕлеткесем ăсталаса, çÿллĕ тăвайккисем туса ачасене савăнтарасси сирĕнтен те нумай килет. Çавăнпа та çывăх вăхăтра юртан ăсталанă кĕлеткесемпе ачасене хавхалантарма сирĕнтен пулăшу кĕтетпĕр.

В.НИКИФОРОВА,
«Радуга» ача сачĕн воспитателĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *