Вторник, 31 января

Ташăра та, вĕренÿре те маттур

Январĕн 18-мĕшĕнче Канаш хулинче бал ташшисен «Бал четырех побед» республикăри конкурсĕ иртнĕ. Конкурса Чăваш Енри кадет класĕсенче пĕлÿ пухакансем хутшăннă. Район чысне Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 7-мĕш класĕнче пĕлÿ пухакансем хÿтĕленĕ. Кадетсем виçĕ номинацире палăрма пултарнă. «Обязательная бальная композиция» номинацире вĕсем иккĕмĕш вырăн йышăннă, «Свободная бальная композиция» номинацире кадетсем — тăваттăмĕшсем, «Лучшая бальная пара» номинацире Дина Хайртдиновăпа Вавил Андреев çĕнтернĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн, кадетсем конкурсра виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Саламлатпăр!

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *