Вторник, 31 января

Ачасен çыравçи – Николай Ытарай

Ачалăх…. Ачалăх мĕнне пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Эпир пурте ачалăхран тухнă. Ачасемпе ĕçлекенсем, ачасем валли çыракансем ăçтан тухнă? Вĕсем те ачалăхранах. Уйрăмлăхĕ çакă: ачасемшĕн çыракан ачалăхран тухать те каялла ачалăха таврăнать, ачасемпе пĕрле çĕнĕрен пурăнма тытăнать. Ачалăха каялла таврăнмасăр ачасем çинчен çырма май çук.
Николай Васильевич Васильев-Ытарай пирки те çавнах калас пулать. Вăл ачасем валли çырассине хăйĕн пурнăç тĕллевĕ туса хунă. Ачасем валли илĕртÿллĕ, çăмăл, çав вăхăтрах усăллă хайлавсем çырнă. Вăл çырнă кашни хайлав чĕрĕ сăмахпа, чĕрĕ сăнарпа, чĕрĕ шухăшпа пуян.
Николай Ытарай 1925 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Хирти Явăш ялĕнче çуралнă. Пирĕн ентеш пурăннă пулсассăн кăçал 95 çул тултарнă пулĕччĕ. Ентеш ятне вулакансем асра тытчăр, çыравçăн пултарулăхĕпе паллашчăр тесе ял тăрăхĕнчи вулавăшра, культура вучахĕнче, шкулта тĕрлĕ енлĕ уяв кунĕсем иртрĕç. Çавăн пекех Элпуç ял вулавăшĕнче Николай Ытарай парнисенчен кĕнеке тата çемье сăнÿкерчĕкĕсен куравĕсем йĕркеленĕ.
Ентешĕн ырă ячĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, кĕнекисем пирĕн чун-чĕрере ĕмĕр-ĕмĕрех пурăнĕç, ăруран ăрăва куçса пырĕç.
Н.ПАВЛОВА,
библиотекарь.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *