Пятница, 19 апреля

Юратупа телей тĕслĕхĕ

Çемьери килĕшÿпе çураçу, ăшпиллĕх, туслăх малтан ашшĕпе амăшĕнчен килет, çакă ачасене тÿрĕ кăмăллă, ĕçчен, типтерлĕ, мал ĕмĕтлĕ пулма ырă витĕм кÿрет. Туслă, çирĕп çемье кăна кирек епле йывăрлăха та çăмăллăнах тÿссе ирттерме пултарать. Ырă чунлă ашшĕпе амăшĕ ачисемшĕн паха тĕслĕх. Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнче пурăнакан Розăпа Викентий Герасимовсем çакна тĕпе хурса пурăнаççĕ.
Вĕсен хăтлă кил-çуртне кĕрсен унта туслăх, юрату, шанчăк чăнах та тымар янине туйса илетĕн. Хăйсем патне хăна килсен Роза аппа самантрах сĕтел çине тутлă апат-çимĕç кăларса лартать. Лара-тăра пĕлменскер унталла-кунталла чупса кăна çÿрет. Хăйĕн çулĕнчен чылай çамрăкрах курăнакан кил ăшшин управçи: «Мăшăрăм лайăх манăн», — терĕ савăнăçлăн йăл кулса.
Викентий Иванович Нĕркеç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хирти Сĕнтĕр хĕрĕпе Розăпа вĕреннĕ çĕртен отпуска килсен паллашнă. Яштака хурăн пек йăрăс пÿллĕ, хурлăхан пек хура куçлă хĕре пĕрре курсах савнă каччă, тек куçран вĕçертмен ăна. Ун чухне пăрчăкан пек правур 25 çулти хĕр фермăра пăрусем пăхнă çĕрте ĕçленĕ. Викентий Украинăра зоотехника вĕреннĕ. Роза аппапа виçĕ çул пĕр-пĕрин патне çыру çырса тăнă. Çак хушăра юрату туйăмĕсем вăйланса та çирĕпленсе пынă. Викентий тете телей кайăкне алăран вĕçертес темен, Роза аппана качча илсе мăшăр тунă. 1965 çулта кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче çамрăксем çемье çавăрнă. Чаплă туй кĕрлеттермен. «Иксĕмĕр те хресчен кил-йышĕнчен, укçа-тенкĕ ытлашши пулман», — калаçăва малалла тăсать кил хуçин арăмĕ.
Пĕрлешнĕ хыççăн тÿрех Украинăна кайнă. Мăшăрĕ фермăра зоотехник тивĕçĕсене пурнăçланă. Роза аппа вара украин хĕрарăмĕсемпе пĕрле кар тăрса пĕр гектар чĕкĕнтĕр анине çумланă. Чăваш хĕрне юратнă, кÿрентермен, май çитнĕ таран пулăшнă. Пураран тунă, тăррине улăмран витнĕ çуртра пурăннă çамрăк мăшăр. «Эс ку пÿртре пурăнма хăрамастăн-и? Кунта нимĕçсем çынсене вĕлернĕ», — тенĕ пĕрле ĕçлекен хĕрарăм. «Çумра шанчăклă та тĕревлĕ арçын пулни хăранине ирттерсе ярать», — тесе хуравланă хĕр-арăм. «Канмалли кунсенче Викентий мана тăрантаспа уй-хире хитре чечексем курма илсе каятчĕ», — йăл кулса аса илет Роза аппа.
Украинăра 11 уйăха яхăн пурăннă хыççăн чун ыйтнипе тăван тăрăха каялла таврăннă. Ашшĕ çуртра çамрăксем кирлĕ тенипе Викентий тăван килте юлнă. «Малтан Асанкассинче, кайран Пикшикре зоотехник пулса тăрăшнă. Ун хыççăн 17 çула яхăн Хирти Сĕнтĕр ял советĕнче председатель тилхепине тытса пынă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен ĕçленĕ», — мăшăрĕ пирки пĕр чарăнми каласа пачĕ кинеми. Хăй вара колхозра вăй хунă. Ултă ача парнеленĕ мăшăрне Роза. Халĕ вĕсем: Виталий, Андрей, Лариса, Алена, Таня, Валерий — ашшĕ-амăшĕн тĕрекĕ. Пурте Шупашкар хулинче тымар янă.
Витюк /çапла çепĕççĕн чĕнет аслă ывăлне амăшĕ/ маччана сармалли йывăр плиткăсем тунă çĕрте вăй хурать, Андрей трактор заводĕнче ĕçлет, Ларисăн ĕçĕ телефонпа çыхăннă /хам та тĕрĕс калама пĕлместĕп тет кинеми/, Алена воспитатель, Таня медицина ĕçченĕ, Валерий Мускава ĕçлеме çÿрет. Ачисене çирĕп вăй-хал, ăс-тăн, воспитани парса анлă çул çине кăларнă.
Роза аппапа Викентий тетен 8 мăнук тата пĕр кĕçĕн мăнук пур. Кинемипе мучин иксĕлми телейĕ, савăнăçĕ ачисемпе мăнукĕсенче. Ашшĕ-амăшĕн йăвинчен вĕçсе тухса кайнă ывăлĕсемпе хĕрĕсем хăйсене пурнăç парнеленĕ хĕрарăма манмаççĕ. Ачаранах ĕçе юратма вĕрентнĕ ашшĕне хисеплеççĕ. Тăван килне килсех çÿреççĕ.

Герасимовсем çинчен ял халăхĕ ырăпа калаçать, хисеплеççĕ вĕсене. «Пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ вĕсем. Çынна усал сунса курман», — терĕç пĕр харăсах кÿршĕ-аршăсем.

Ватăсен çулĕсем шултăралансах пыраççĕ пулин те ĕçсĕр ларма пултараймаççĕ. Килти хушма хуçалăхри çĕр лаптăкĕнче кишĕр, чĕкĕнтĕр, сухан, çĕр- улми çитĕнтереççĕ. Çуллахи вăхăтра пÿрт умĕнчи пахчара илемлĕ, тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Пÿлĕмре те туллиех вĕсем. Чечексем еплерех ешерсе ларнине курсан çак килте килĕшÿ хуçаланнине ĕнене-тĕнех. Ахальтен-и, Роза аппапа Викентий тете пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланаççĕ.
Викентий тетен мăшăрĕ тĕлĕнмелле хĕрарăм. Лара-тăра пĕлменскер вунă çул каялла сăвăсем хайлама пуçланă. Роза аппа çырса хатĕрленĕ ал çырă-вĕсен тетрадьне алла тытрăм. Мĕн çинчен кăна çырни çук пулĕ унта? Курсан тĕлĕнсе хытса кайăн.
Сакăр теçетке урлă каçнă кинеми мăшăрне çав тери хытă юратнине сăнÿкерчĕксен альбомне пăхса ларнă вăхăтра туйса илтĕм. «Çак сăнÿкерчĕкре эпир хĕр патне хăнана кайсан ÿкерĕннĕччĕ. Кунта Викентий профессорсемпе пĕрле тăрать», — тет. Кашни сăнÿкерчĕк пирки тĕплĕн ăнлантарса пачĕ хĕрарăм.
«Çемье телейĕ мĕнре-ши?» — калаçăва пÿлсех ыйтрăм. «Пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăннинче. Упăшкипе арăмĕн пĕр чĕлхеллĕ пулмалла. Пĕр-пĕрин сăмахĕнчен иртмелле мар», — ăшшăн йăл кулса каларĕ Роза Гурьевна.
Çапла, килĕштерсе пурăнакан çемьере ĕç те ăнса пырать, вĕсен ырă тĕслĕхĕ ыттисене те хавхалантарать. Пурнăç çулĕпе 55 çул алла-аллăн утакан Герасимовсем — хĕрĕ-кĕрÿшĕсемпе, ывăлĕ-кинĕсемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ. Вĕсем çамрăксемшĕн пысăк тĕслĕх пулса тăраççĕ. Чăн-чăн юратупа телей тĕслĕхĕ.

Р.ВОЛКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *