Вторник, 27 февраля

Хаçат тусĕ — чăн-чăн маçтăр

Комсомольскинче пурăнакан Леонтий Калашников — «Каçал ен» хаçатăн чи çывăх тусĕ. Вăл хаçата икĕ-виçĕ çул çеç çырăнса илекен çын мар, унпа 40 çул ытла туслă. «Район хаçатне алла илсе вуламасассăн, пурнăçран юлнă пекех туйăнать. Çĕнĕ номер кун çути курсанах, ăна тÿрех алла илсе кашни сăмахне вулатăп. Эпĕ çеç мар, çемйипех шĕкĕлчетпĕр ăна. Кашни материалпа кăсăкланса паллашатпăр», — терĕ вăл черетлĕ хаçата алла илнĕ май. Паянхи номерте вара хисеплĕ вулакана Леонтий Петровичăн кун-çулĕпе паллаштарас терĕмĕр.
Леонтий çемьере асли пулнă. Унран кĕçĕннисем — пилĕк йăмăкĕ. Леня пĕчĕкренех май килнĕ таран ашшĕпе амăшне пулăшма, вĕсен тĕрекĕ пулма тăрăшнă. Çитĕнсе çитсен те уншăн ашшĕпе амăшĕ малти вырăнта пулнă. Леонтий Петрович хăйĕн ачисене те çавăн пек пулма вĕрентнĕ.
«Лаша пуласси тихаран, çын пуласси ачаран паллă. Сирĕн ывăлăр ылтăн алăллă пулни куçкĕретех. Лайăх ача ÿстеретĕр», — тенĕ Калашниковсене Елена Игнатьевна Добросмыслова учительница.
Тăрăшсан, ÿркенмесен темĕн тума та пулать иккен. «Атте, çак кивĕ хунартан питĕ лайăх коньки тума пулать. Ăна илме юрать-и?» — тенĕ ача. Ашшĕ ывăлĕ тĕрлĕ япала ăсталама пĕлнине питĕ лайăх чухланă. Çавăнпа унăн ĕмĕтне татман. 4-мĕш класра вĕренекен уроксем хыççăн хунарăн тимĕр пайĕсене уйăрса, тĕрлĕ инструментсемпе касса, хăйраса, якатса тĕлĕнмелле лайăх коньки тунă.
Чăнах та, Леня хăй те пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçнă. Мĕн пур ĕçе юратса тунă. Кĕтÿ те кĕтнĕ, катка-пичке, тенкелсем ăсталанă. Шкул пĕтерсен Канашра водителе вĕреннĕ. Анлă профиллĕ механизатор пулма ĕмĕтленнĕ. Çак тĕллевпе районти çамрăксемпе пĕрле Саратов облаçне çул тытнă. Механизатор правине алла илнĕ. Салтака кайиччен тăван хуçалăхра гусеницăллă тракторпа ĕçленĕ. Ялти паллă механизаторпа Михаил Уткинпа пĕр агрегат çинче тăрăшнă. Талăкĕпех «хурçă ут» çинчен анман, ĕçе çÿллĕ шайра тунă.
Малтан Архангельскра, кайран Иркутскра çар ти-вĕçне пурнăçланă. Лайăх енĕсемпе çеç палăрса тăнă. Кунта тĕрлĕ халăх ывăлĕсем пĕрле килĕштерсе пурăннă, пĕр-пĕрне пулăшнă. Уйрăмах Леня Дагестанра çуралса ÿснĕ Нуралипе туслашнă. Çывăх юлташсем пулнă вĕсем. Кайран та чылай вăхăт пĕр-пĕрин патне çырусем çырнă.
Малалла çамрăк районти «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче шоферта ĕçленĕ. Машина рульне яланах çирĕп тытнă. Çав вăхăтрах электросварщик профессине те алла илнĕ. Çĕнĕ Шупашкарти производство предприятийĕсен комбинатĕнче ĕçленĕ, тĕрлĕ тимĕр-тăмăр каснă. Ĕçе яланхи пекех тĕплĕ те лайăх тунă. Çавăнпах пулĕ часах вăл кунта ырă ят çĕнсе илнĕ. Çамрăка общежитинче пурăнмалли вырăн та панă. Пурте чиперех темелле. Анчах чун-чĕрене темĕн çитмен, каччăна хула пурнăçĕ килĕшмен. Ăна тăван ен хăй патнеллех туртнă.
Вăл çуралса ÿснĕ яла Асанкассине таврăннă. Районти ял хуçалăх техникин пĕрлешĕвне ĕçе кĕнĕ. «Эпир çамрăксене яланах хаваспах йышăнатпăр. Водитель ĕçĕнче ÿсĕмсем çеç сунатпăр», — тесе ăшшăн кĕтсе илнĕ ăна пĕрлешÿ пуçлăхĕ Арсентий Лавров. Леня техникăна яланах юсавлă тытма, кал-кал ĕçлеттерме тăрăшнă, хушнă ĕçе вăхăтра, тÿрĕ чунпа пурнăçланă. Вăл халĕ те кунта ĕçленĕ Иван Счетчиков инженера, автомобильсем юсакан мастерской заведующине Николай Маликова /кайран пĕрлешÿ директорĕн ĕçне шанса панă ăна/ ăшшăн аса илет. «Вĕсем мана нумай çĕннине вĕрентрĕç, кирлĕ канашсем пачĕç», — тет.
Шăпах çакăнта ĕçленĕ чухне яш Асанкассинче пĕр урамра пурăннă Шурăна асăрханă. Йăрăс пÿллĕ хĕр кунтах бухгалтерта ĕçленĕ. Çамрăксем пĕр-пĕрин патнелле туртăннă, вĕсен хушшинче юрату хĕлхемĕ ялкăшнă. Часах Асанкассинче туй кĕрленĕ.
Малтан Калашниковсем ял хуçалăх техникин пĕрлешĕвĕн территорийĕнчи уйрăм çуртра пурăннă. «Виçĕ çемьеччĕ унта — Долговсем, Измайловсем тата эпир. Килĕштерсе пурăнаттăмăр», — ăшшăн каласа парать Александра Дмитриевна. Кайран вĕсем çурт вырăнĕ илнĕ, майĕпен стройка ĕçне пуçăннă. Кил хуçи газоэлектросварщик пулнă май, чылай ĕçе хăех тунă.
Паллах, ăна мăшăрĕ, тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем те май килнĕ таран пулăшнă. Тăрăшни сая кайман, часах вĕсем хăйсен çуртĕнче пурăнма пуçланă.
Çемье те хутшăннă. Çут тĕнчене пирвай ывăл, кайран хĕр килнĕ. Вĕсен йăл-йăл кулли, чĕвĕл-чĕвĕл сасси ашшĕпе амăшĕн чун-чĕринче ăшă туйăмсем çуратнă, çемьене çирĕплетнĕ.
Халĕ Володьăпа Ирина çитĕннĕ ĕнтĕ, çемьеллĕ. Пĕри Комсомольскинче, тепри Подольск хулинче пурăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ патне тăтăшрах килсе çÿреме, пулăшма тăрăшаççĕ.
Сăмах май каласан, ывăлĕ те çемйипе хăйсем лартнă çуртра пурăнать. Кунта, паллах, Леонтий Петровичпа Александра Дмитриевнăн тÿпи те пайтах.
Района сенкер çулăм çитсен газосварщикăн ĕçĕ пайтах пулнă. Çавна май, Леонтий Петрович тивĕçлĕ канура пулин те каллех ĕçе пуçăннă. Районти ял хуçалăх пĕрлешĕвĕнче Николай Морозов участокĕнче мунча кăмакисем тунă çĕрте тăрăшнă. Яланхи пекех шаннă çĕрте тÿрĕ чунпа ĕçленĕ.
Леонтий Петрович тивĕçлĕ канура пулин те пĕрре те ахаль лармасть. Кил-çуртра юсамалли, каскаламалли тупăнсах тăрать. Ял çыннисем те ун патне килсех тăраççĕ. Пĕрин ача-пăча çунашкине юсамалла, теприн мунчара сварка ĕçĕсем тумалла.
Пуринчен ытла Леонтий Петрович пулă тытма юратать. Вăлтине йăтать те пĕве хĕррине васкать. Кунта шăплăх, уçă сывлăш ăна хăй патне туртать. Хĕл кунĕсенче ятарлă йĕлтĕрне те хăйĕнпе пĕрлех илсе каять. Çыран хĕрринче йĕлтĕрне сырать те майĕпен шаларах шăвать. Кирлĕ вырăн тупса пăра пăрапа шăтарать, пулă тытма пикенет. Пуçра çăмăл-çăмăл пулса каять. Çавăнпа вăл кунта тăтăш килме тăрăшать.
Калашниковсем пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ, килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсен 4 мăнук. Вăхăт урапи пĕрехмай малалла кăлтăртатать. 2020 çулхи апрель уйăхĕнче çемье çавăрнăранпа 50 çул çитет. Çак тапхăрта темĕн те пулнă — лайăххи, япăххи те. Йывăр вăхăтра кун пек чухне кил хуçи хĕрарăмĕ мăшăрне ăнланма, пулăшма тăрăшнă, каçарма пĕлнĕ. Кил хуçи те чăрмавсене çĕнтерес тесе нумай вăй хунă. Шăпах çак ырă енсем пулăшаççĕ те вĕсене пĕр сукмакпа утма. Чăнах та, чăн-чăн юрату, килĕштерсе пурăнни мĕн пур йывăрлăха çĕнтерет.
З.СОЛОВЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *