Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2020 çулхи сывлăхпа спорт кунĕсене çирĕплетнĕ. Кăçалхи пĕрремĕш спортпа сывлăх кунĕ январĕн 11-мĕшĕнче пулчĕ те. Февралĕн 15-мĕшĕнче, мартăн 28-мĕшĕнче, апрелĕн 25-мĕшĕнче, майăн 23-мĕшĕнче, июнĕн 20-мĕшĕнче, июлĕн 25-мĕшĕнче, августăн 29-мĕшĕнче, сентябрĕн 26-мĕшĕнче, октябрĕн 24-мĕшĕнче, ноябрĕн 28-мĕшĕнче, декабрĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Енре спортпа сывлăх кунĕсем иртеççĕ. Шăпах çак кунсенче физкультурăпа спорт комплексĕсенче тÿлевсĕрех тренажер залне кĕме, килĕшекен спорт вăййине выляма, бассейнра ишме пулать.