Йĕлтĕр йĕрĕ йыхăрсан

Кăçал юр часах çуманнине кура йĕлтĕр спортне кăмăллакансем чылай пăшăрханчĕç. Декабрь вĕçленчĕ, апла пулин те йĕлтĕр сырса уя тухмалли çинчен ĕмĕтленмелли те çукчĕ-ха. Çĕнĕ çула хирĕç лапка-лапка юр çуса пани вара спортсменсемшĕн питĕ кĕтнĕ парне пулчĕ.
Çак кунсенче районта пурăнакансем те хĕллехи спорт сезонне уçма васкарĕç — Хырхĕрри ял тăрăхĕнче Олимп чемпионне В.П.Воронкова асăнса йĕркелекен районти йĕлтĕр ăмăртăвне хутшăнчĕç. Мероприятие хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тата Хырхĕрри ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Воробьев спорт уявĕ ячĕпе саламларĕç, ăмăртура мала тухма сунчĕç.
Чи малтанах старта районти организацисенче, предприятисемпе учрежденисенче ĕçлекенсем тухрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Хырхĕрри тĕп шкулĕн директорĕ Юрий Алексеев тата Тукай Мишер вăтам шкулĕн директорĕ Наиль Зарипов финиша туххăмрах çитме пултарчĕç.
Малалла районти шкулсенче ăс пухакансем йĕлтĕр сырса малтан мала ыткăнчĕç. Вăрманти уçă сывлăшпа киленсе финиша чи малтан чупса тухма ăнтăлни пурне те савăк кăмăл парнелерĕ. Чи хăвăрттисем ăмăртăвăн çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç.
Юр кунран-кун нумайлансах пырать. Çавна май кашни ял тăрăхĕнче, вĕренÿ учрежденийĕсем çывăхĕнче йĕлтĕр йĕрĕсем тăвасса, ачасем те, çитĕннисем те йĕлтĕр çине тăрасса шанатпăр.
/ХАМĂР ИНФ./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *