Кану кунĕсем ăмăртусемпе пуян пулчĕç

Январĕн 3-мĕшĕнче «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексне волейбол вăййине кăмăллакансем йышлăн пуçтарăннă. Унта Чăваш Республикин чемпионкине Е.Н.Петрейкинана асăнса хĕрарăмсен командисем хушшинче волейбол турнирĕ иртнĕ. Турнир çулсерен çак спорт тĕсне юратакансене — çав шутра çамрăксене те, аслăрах çултисене те — пĕр çĕре пуçтарать, чăн-чăн спорт уявĕ пулса тăрать.
Ăмăртăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе чĕререн саламланă, çĕнĕ çулта ырлăх-сывлăхлă пурăнма суннă. «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов та салам сăмахĕсем çумне хутшăнса спортсменсене мала тухма ăнăçу суннă.
Вăйă питĕ хĕрÿ иртнĕ. Пурне те кая хăварса Шурут ял тăрăхĕн команди пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине хăпарма тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта та — çак ял тăрăхĕнчен килнĕ команда. Виççĕмĕш вырăна вара Урмаел ял тăрăхĕн «Тукай» команди алăран вĕçертмен.
Январĕн 4-мĕшĕнче районти шкулсенче пĕлÿ илекенсем хушшинче футзал турнирĕ иртнĕ. Унта пурĕ 5 команда хутшăнма кăмăл тунă. Турнирăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн команди çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Тукай Мишерсемпе Урмаелсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Мала тухнă командăсене Хисеп грамотисемпе тата медальсемпе чысланă.
Январĕн 5-мĕшĕнче «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче Ф.Б.Мамуткина асăнса йĕркелекен йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ иртнĕ. Унта пирĕн районти 4 шкулăн тата Патăрьел 1-мĕш вăтам шкулĕн командисем хутшăннă. Хĕрÿ ăмăртура вырăнсем çакăн пек пайланнă: Патăрьел 1-мĕш вăтам шкулĕ — пьедесталăн чи çÿлти картлашкинче, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ — иккĕмĕш вырăнта, Шурут вăтам шкулĕ — виççĕмĕш вырăнта.
Январĕн 6-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСКра «Слава картофелю» агрофирмăн парнисемшĕн волейбол вăййипе уçă Раштав турнирĕ иртнĕ. Мероприятие фитнес-аэробика федерацийĕн çамрăк спортсменкисем уçнă. Район пуçлăхĕ Х.С.Идиатуллин, «Кĕтне» ФСК директорĕ Е.А.Тихонов тата спорт ветеранĕ Е.В.Зимцов ăмăртăва пуçтарăннисене саламласа чыслăн тупăшма суннă.
Волейбол — командăпа вылямалли вăйă. Çавăнпа та унта çĕнтересси туслăхран, пĕрле килĕштерсе выляма пĕлнинчен нумай килет. Хĕрÿ тупăшура «Кубня» командăна /Комсомольски/ çитекенсем пулмарĕç. Иккĕмĕш вырăнта — «Тулумбаево» команда /Тутарстан Республикинчи Пăва районĕнчен/, виççĕмĕш вырăнта — «Урмай» команда /Урмаел/.
Январĕн 7-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕрти пăр катокĕ çинче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн хоккей турнирĕ йĕркеленĕ. Ăмăртăва Нĕркеç, Çĕнĕ Кипеç, Хирти Сĕнтĕр ялĕсен командисем хастаррăн хутшăннă. Тĕп парнене — кубока — Нĕркеçсем тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Çĕнĕ Кипеçсем, виççĕмĕш вырăнта — Хирти Сĕнтĕрсем. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысланă.
Кашни ăмăртурах, паллах, çĕнтерекенсем те, выляса яракансем те пулчĕç. Анчах ку спортсменсен кăмăлне хуçмарĕ. Чи кирли — пĕрле пуçтарăнса вăхăта усăллă ирттерни, сывлăха çирĕплетни.

Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *