Çĕнĕ çула кĕтсе илме хатĕр

Çĕнĕ çул алăкран шаккать пулин те, таврара юр çук-ха. Апла пулин те урамсемпе парксенчи, культура çурчĕсемпе учрежденисен, лавккасен умĕнчи капăр чăрăшсем, йăмăхакан тĕрлĕ тĕслĕ çутăсем уяв сĕмĕ кĕртеççĕ, Çĕнĕ çул çывхарнине систереççĕ.
Кашни çулах уява кĕтсе çуртсене, чăрăшсене илемлĕрех те илемлĕрех капăрлатас килет. Çакă вара сисĕнет те. Район центрнех илер. Пирĕн шутпа, вăл çулран-çул капăртарах, илем-лĕрех, илĕртÿллĕрех. Çакна эпир çеç мар, кунта пурăнакан кашни çын туять пулĕ тесе шутлатпăр.
Чи малтанах район центрĕнчи капăрлатнă симĕс чăрăшах илер. Тĕп елка — хитре!!! Вăл кăçал тĕрлĕ тĕслĕ çутăсемпе çутатать çеç мар, инçетренех ялкăшать. Хăйне евĕр капăр. Çакна кашниех çирĕплетет. Ахальтен мар-и, тĕп елкăна курма ятарласа килекенсем пур. Тата ун пирки социаллă сетьсенче мĕн чухлĕ пост тата сăнÿкерчĕк. «Тĕлĕнмелле хитре!» — шăрçалаççĕ сетьсенче.
Тепĕр хитре лапам — центрти кану паркĕ. Кунта çутатакан шарсем çакса тухнă, йывăçсене гирляндăсемпе капăрлатнă, илемлĕ тимĕр эреше те тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа çутатнă. Каçхине кунта сăн- ÿкерттерес текенсем çав тери йышлă.
«Çĕр тата çынсем» халăх музейĕ таçтанах илемлĕ çутăсемпе ялкăшать. Юмахри çурт тейĕн. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ еплерех хитре тата: 3 хутлă çурта, йывăçсене тĕрлĕ тĕслĕ гирляндăсемпе илемлетнĕ. Район администрацийĕн çурчĕ те тĕрлĕ тĕслĕ çутăсемпе ялкăшать, унăн умĕнче ÿсекен чăрăшсем те капăр.
Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕн çуртне кăçал «çĕнĕ тум» тăхăнтартнă тейĕн. Çурт шурă тĕслĕн ялкăшать пулсассăн, картасем вара тĕрлĕ тĕслĕ çутăсемпе пуян. Таçтанах илемлĕн, куçа илĕртсе çутатать вăл. «Я люблю Комсомольское» стела та иртен-каяна илĕртет.
Уйрăм çуртсенче пурăнакансем те Çĕнĕ çула чăтăмсăррăн кĕтни сисĕнет. Урамсенче уçăлса çÿренĕ май пĕр çурт тепринчен хитререххи курăнать. Мĕнле кăна капăрлатман вĕт çуртсене, картасене, чăрăша; «Çынсем ÿркенмеççĕ, маттур! Кашниех асамлă уяв кĕтет!» — мĕлтлетет пуçра шухăш. Таврара юр çук пулин те, Çĕнĕ çул уявĕ çывхарни сисĕнет. Унччен 5 кун анчах юлчĕ. 2020 çула хаваслă кăмăлпа кĕтсе илер.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *