Капăр елка йыхравларĕ уява

Çÿллĕ, тĕрлĕ çутăпа ялкăшакан капăр елка, юмах сăнарĕсем, юр пĕрчисем, чĕрчунсем пек тумланнă ачасем, илемлĕ юрă-кĕвĕ… Çак хавас уявра никам та айккинче кичемленсе тăмарĕ, пурте елка тавра çаврăнса юрăсем шăрантарчĕç, ташăсем ташларĕç, вăйăсем вылярĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕ, малашне те тăрăшса вĕренме, килес çул тата та нумай çитĕнÿ тума сунчĕ. Çавăн пекех вăл «Çĕнĕ çул елки çине тетте — 2020» район конкурсĕнче мала тухнисене саламларĕ, Тав хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕ. Çав шутра: Расил Хисамутдинов /Урмаелĕнчи «Лейсан» ача сачĕ/, Самира Тукаева /Комсомольскинчи «Рябинушка» ача сачĕ/, Ирина Копташкина /Асанкасси вăтам шкулĕ/ тата Урмаелĕнчи «Лейсан» ача садне çÿрекенсен ушкăнĕ.
Уяв питĕ хаваслă иртрĕ. Ачасем унта Хĕл мучипе, Юр пикепе тата ытти сăнарсемпе пĕрле кăмăл туличчен савăнчĕç. Çĕнĕ çулхи асамлă юмах пурин асĕнче те чылайччен упранĕ.

Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *