Пятница, 3 февраля

57 ыйту парса ĕлкĕрнĕ

РФ Президенчĕн Владимир Путинăн кăçалхи пресс-конференцийĕ 15-мĕш хут иртрĕ. Унта çĕршыври тата чикĕ леш енчи 1900 яхăн журналист хутшăннă. 4 сехет те 20 минута яхăн тăсăлнă тĕлпулура 57 çын ыйту парса ĕлкĕрнĕ. Журналистсем нумайăн, Владимир Путин вара пĕрре. Çавăнпа та вун-вун ыйтăва, паллах, хуравлама май килмерĕ.
Кăçал Владимир Владимирович хаклă вăхăта «вăрăм сăмах» каласа сая ярас темерĕ — тÿрех журналистсен ыйтăвĕсене хуравлама пуçларĕ. Ыйтусем тĕрлĕрен пулчĕç. Тĕслĕхрен, пенси ыйтăвĕ канăçсăрлантарать. «Раççейре ку енĕпе урăх нимĕнле реформа та ирттерме хатĕрленмеççĕ, Правительствăра та, администрацире те ку ыйтăва сÿтсе явмаççĕ,— çирĕплетрĕ Президент. Журналистсем Интернет ирĕклĕхĕ çинчен те, наци проекчĕсем епле пурнăçланнипе те, Раççей спортсменĕсене ăмăртусене хутшăнма чарни пирки, килти пусмăр çинчен калакан саккуна йышăнмалла-ши тесе кăсăкланчĕç. Кашнин ыйту тĕрлĕрен. Журналистсем çеç мар, ялта пурăнакансен те тĕрлĕ шухăш, тĕрлĕ ыйту. Тĕслĕхрен, Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрăшакансем, депутатсем, культура ĕçченĕсем тата уйрăм çынсем те Владимир Путин ирттерекен пресс-конференцие пурте пĕрле итлерĕç, хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. Вĕсене пурте пĕрле сÿтсе яврĕç. Акă, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова çÿп-çап реформине пырса тивекен ыйтăва хускатнине ырларĕ.
— Паянхи кун çÿп-çап ыйтăвне татса панă тесе калама иртерех-ха. Ялсенче çÿп-çап пухмалли контейнерсене вырнаçтарнă, автомашинăсем час-часах вĕсене пушатаççĕ. Ĕçе кирлĕ пек туса пыраççĕ. Анчах та ял çыннисем хытă каяш илсе тухнăшăн укçа-тенке вăхăтра тÿлемеççĕ, пач тÿлеменнисем те пур. Ку енĕпе эпир ĕçлетпĕр, ял çыннисемпе тĕлпулусем йĕркелетпĕр, — терĕ Мария Илларионова.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *