Суббота, 4 февраля

Ентеш ячĕпе — палăк

Раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнче, Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕ çывăхĕнче паллă ентеш, Василий Петрович Разумов ячĕпе «Якорь» палăк уçрĕç. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, офицерсен «Сыны Отечества» регионсем хушшинчи обществăлла организацин председателĕ Владислав Ильин вице-адмирал тата ытти сумлă хăнасем, ял-йыш, шкул ачисем хутшăнчĕç.
Александр Осипов пуçланă ĕçе вĕçне çитернишĕн, ентеше манманшăн, ăна сума сунăшăн пурне те тав турĕ. «Çак ырă пулăм ыттисемшĕн те тĕслĕх пултăр. Пирĕн паттăрсене асра тытмалла, вĕсемпе мухтанмалла», — терĕ Александр Николаевич.
Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче паллă пулăма пухăннă хăнасене саламланă май палăка вырнаçтарса лартни çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре пысăк витĕм кÿнине асăнчĕ. «2020 çулта Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине анлăн паллă тăватпăр. Çитес çул Раççейре Астăвăмпа Мухтав çулталăкĕ пулĕ. Апла пулсан, пирĕн паттăрсем çине ытларах та ытларах тимлĕх уйăрма тăрăшмалла», — терĕ Михаил Васильевич.
Асăннă тăрăхра палăк лартас ĕçе кашни тÿпе хывнă. Пысăк ĕç пĕччен пурнăçламалли мар. Район администрацийĕ, вырăнти ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев, «Морское братство» обществăлла организацин районти уйрăмĕн, «Кĕтне» ентешлĕхĕн хастарĕсем, Каçал енĕн хисеплĕ гражданинĕ Анатолий Иванов, Сергей Лукиянов архитектор, ял çыннисем пурте тăрăшса ĕçленĕ. Паллă ентеше тăван тăрăхра манмаççĕ, унăн ячĕпе вăтам шкул çинче Асăну хăми çирĕплетнĕ, ăмăртусем те час-часах йĕркелеççĕ. В.Разумов ячĕпе Аслă Çĕрпÿел тăрăхĕнче урам хисепленсе тăрать. Эпир паттăр ентешсене манмастпăр, вĕсен ячĕ ĕмĕрлĕхех пирĕн чĕресенче упранĕ.
Е.ОРЕШКИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *