Ял халăхне хаçат-журнал кирлĕ

Почтальон ĕçĕ хăйне евĕр. Çумăр çăвать-и, тăман вĕçтерет-и — унăн килтен-киле çÿресе хаçат-журнала, çырусене, пенси укçине вăхăтра çитермелле. Кашниех ку ĕçре вăй хума пултараймасть, паллах. Почтальонăн сумки пĕрре те çăмăл мар-çке: унта пичет кăларăмĕсемсĕр пуçне тĕрлĕ вак тавар та чылай.
Йăлмахвари почта уйрăмĕнче пурĕ виççĕн тăрăшаççĕ. Лина Афанасьева уйрăмăн ертÿçинче нумаях пулмасть çеç ĕçлеме пикеннĕ пулсан та, ĕçтешĕсемпе пĕр чĕлхе тупма ĕлкĕрнĕ. «Пĕрле килĕштерсе ĕçлетпĕр, çырăнтару енĕпе кашнинчех плана тултарма тăрăшатпăр. Çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтересси çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр», — палăртать вăл.
Людмила Алякина Йăлмахва тата Кайнлăк ялĕсенче пурăнакансем патне хаçат-журнал илсе çитерет. Кунсерен савăк кăмăлпа çула тухать вăл, кашни киле çитсе район тата республика хыпарçисемпе савăнтарма васкать.
Надежда Крылова Хирти Мăнтăр ялне почтальон сумкине çакса утать. Ку ĕçре 16 çула яхăн тăрăшаканскер, ĕçĕ питĕ килĕшнине палăртать. «Ял халăхĕ хаçат-журналсăр пурăнаймасть. Уйрăмах район хыпарçине — «Каçал ене» çырăнакансем йышлă. Çавăн пекех «Çамрăксен хаçатне», «Чăваш хĕрарăмне» вулас текенсем юлашки çулсенче нумайланчĕç. Чылай чухне аслăрах çултисем тĕрлĕ периодика изданийĕсене çырăнса илеççĕ. Сăмахран, Николай Григорьев, Иван Зайцев, Мария Мордякова, Ровэна Гаврилова çулсерен нумай хаçат çырăнаççĕ, кашни номере чăтăмсăррăн кĕтеççĕ», — паллаштарать лару-тăрупа хастар почтальон.
Кайнлăк ял тăрăхĕнче «Каçал ене» çитес çур çул валли чылайăшĕ çырăнма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Апла пулин те, çулталăк вĕçлениччен çырăнса ĕлкĕрес текенсем татах та пур. «Район хаçачĕсĕр епле вара; Ăна вуламасăр таврара мĕн пулса иртнине пĕлеймесĕрех юлатпăр-çке», — теççĕ ял çыннисем.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *