Суббота, 4 февраля

Ыйтусене тимлĕх кирлĕ

Декабрĕн 18-мĕшĕнче районта черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Тĕрлĕ ыйтăва вырăнта сÿтсе явма района ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, «Хыпар» издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов тата ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Татьяна Рябинина килсе çитрĕç.
Информкун темисем тавра калаçма ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене тата районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене район администрацийĕн ларусен залне йыхравланă. Тĕп темăсем çаксем пулчĕç: ЧР Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев 2019 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче алă пуснă «Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче граждансен пурăнмалли хутлăхĕсене хăтлăлатас тĕлĕшпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен» 139-мĕш указ; «Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕнчи ялти хĕрарăмсене çăмăллăхсем паракан пайне улшăнусем кĕртесси çинчен» 472-ФЗ номерлĕ федераллă саккун; ЧР Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев 2019 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнче алă пуснă «Ачасен сывлăхне çирĕплетес тата ÿт-пÿ енчен аталанма пулăшас тĕллевпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен» 141-мĕш указ; «Культура» наци проекчĕ Чăваш Енре мĕнле пурнăçланса пыни.
Çавăн пекех информаци кунĕнче хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма мĕнле хатĕрленни, районти эпизоотика лару-тăрăвĕ, хĕллехи вăхăтра çулсене юртан тасатасси, Çĕнĕ çул уявĕсене ирттернĕ чухне пушар тухасран сыхланасси тата ытти çивĕч ыйту тавра та калаçрĕç.
Малалла информушкăн членĕсем Урмаел тата Шурут ял тăрăхĕсене çитсе социаллă пĕлтерĕшлĕ строительство объекчĕсенче ĕçсем мĕнле пынипе паллашрĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *