Пятница, 27 января

Тĕлпулу ирттернĕ

Тĕлпулу ирттернĕ

Декабрĕн 19-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕпе Игорь Михайловпа тĕл пулнă. Вĕсем нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем валеçессине, граждансен уйрăм категорийĕсене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕçтерессине сÿтсе явнă.
Çак кунах «Юристсем — халăха» проектпа килĕшÿллĕн ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Игорь Михайлов, Суд приставĕсен федераллă службин Чăваш Республикинчи управленийĕн, ЧР Адвокатсен палатин, ЧР Нотариуссен палатин представителĕсем, социаллă пулăшу паракан центрăн ĕçченĕсем граждансене тĕрлĕ ыйтусемпе йышăннă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *