Пятница, 19 апреля

Журналистсемпе куçа-куçăн

Журналистсемпе куçа-куçăн

Декабрĕн 19-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин журналистсемпе йăлана кĕнĕ черетлĕ пысăк пресс-конференци ирттернĕ. Кăçалхипе вăл 15-мĕш хут пулнă. Унта ют çĕршывсенчи тата Раççейри 1895 журналист хутшăннă, вĕсен йышĕнче Чăваш Енрен те пур. Вĕсем: Анжелика Иванова, Андрей Спиридонов, Андрей Шоклев, Дмитрий Новак, Игорь Герасимов.
Пресс-конференци Мускавра Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ центрĕнче иртнĕ. Мероприятие «Россия 1», «Россия 24», «Первый канал» телеканалсем, çавăн пекех «Маяк», «Вести FМ», «Радио России» радио станцисем тÿрремĕнех трансляциленĕ.
Журналистсем вара чылай ыйтупа кăсăкланнă. Экономика аталанăвĕ, çĕршывсем хушшинчи хутшăну, пенси, çÿп-çап ыйтăвĕ, çамрăксен политики, коммуналлă хуçалăх тарифĕ, спорт, сывлăх сыхлавĕ, çар тытăмĕ, ĕçсĕрлĕх тата ытти нумай ыйту хумхантарать массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансене.
Владимир Владимирович кашни ыйтăва тĕплĕн хуравларĕ, тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.
Кашни çулах пресс-конференци йĕркелени нумай ыйтăва уçăмлатма май парать.
/ХАМĂР ИНФ./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *