Кĕлеткене хускатса сывлăха çирĕплетер-и?

Паянхи кун спорт çынсен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Кам утать, чупать, тĕрлĕ вăйăра вылять, тепри бассейнра ишет тата тренажер залне çÿрет. Çакна пурнăçлама çыннăн кăмăл çеç кирлĕ. Сывлăха çирĕплетес тесен вара районта услови çителĕклех. «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплекснех илер-ха. Кунтан нихăçан та çын татăлмасть. Стадионта та каçсерен çын чылай. Çамрăксем çеç мар, ватăрах çулхисем те утаççĕ. Питĕ аван.
Иртнĕ шăматкун вара 50, 60 çултан иртнисем валли «Кĕтне» ФСК-ра чăн-чăн спорт уявĕ йĕркелесе пачĕç. Çакна пĕтĕмпех » Фитнес-Star! Долголетие в наших руках» социаллă проектпа килĕшÿллĕн пурнăçларĕç. Асăннă проект федераци шайĕнчи гранта тивĕçнĕ. Проектпа тĕплĕнрех паллаштарас тесе района Чăваш Республикинчи фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕ Оксана Вербина, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕ Галина Вербина профессор тата фитнес-аэробикăпа чылай çул туслă маттур хĕрарăмсем килсе çитрĕç.
Пухăннисене чи малтанах Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова тата проект пуçаруçисем саламларĕç. «Фитнес-Star! Долголетие в наших руках» социаллă проект аслă ăрури çынсене сывлăхне çирĕплетме, кĕлеткине хитрелетме пулăшни вара куç умĕнчех. Çакна вĕсем тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ. Акă, Шупашкарти «Хĕрсем» ушкăна çÿрекенсем çулĕсене пăхмасăрах кĕлеткене хускатса сывлăха çирĕплетеççĕ çеç мар, çитĕнÿ хыçççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Аэробика, степ дисциплинăсемпе тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнаççĕ. Вĕсем пĕлтĕр те, кăçал та Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса кубоксене тивĕçнĕ. Апла пулсассăн пирĕн районта пурăнакансен те çапла аталанма пулать. Мĕнле хусканусем тумалли пирки Оксана Вербина тĕплĕнрех каласа пачĕ çеç мар, ăсталăх класĕ ирттерчĕ. Республикăри тата районти фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕсем Оксана Вербина, Мария Долгова «Кĕтне» ФСК спортзалне пухăннисемпе, 60 яхăн çынпа, пĕрле зарядка турĕç. Аслă çулхисем утăм хыççăн утăм туса «Çăлтăрпа пĕрле зарядка» тума майĕпен хăнăхса çитрĕç. «Фитнес-Star! Долголетие в наших руках» социаллă проекта хутшăннă кашни участника сертификатсемпе чысларĕç. Апла пулсассăн проекта пирĕн районта пурнăçлама çул уçă, кăмăл тата сывлăх пултăр.
«Тĕлĕнмелле хаваслă, усăллă иртрĕ паянхи семинар. Хусканни чăннипех те кăмăла çĕклет. Пурте пĕрле зарядка туни пушшех те хавхалантарать. Пирĕн районта проект пурнăçланма тытăннишĕн эпир савăнатпăр, çакăншăн проект пуçаруçисене чĕререн тав тăватпăр, — терĕ Мария Илларионова.
Юлашкинчен вара çакна каласа хăварас килет, мероприяти çÿллĕ шайра иртрĕ. Çулĕсене пăхмасăрах пурте хаваслă кăмăлпа хусканусем турĕç. Ялта пурăнакансем вăхăтне шеллемесĕр, пушă вăхăт тупса семинара килме пултарнине епле ырламăн? Маттур! «Çулсем иртеççĕ, ватлăх куçран пăхать» тесе ларни паян кăштах кăна килĕшÿсĕр пулĕ тесе шутлатăп. Вăй-хал тата сывлăх пулсассăн хускалмалла, утмалла, чупмалла. Спорт çыннăн пурнăçне вăрăмлататех.

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *