Пятница, 26 апреля

Ĕçре пултаруллăччĕ, ырă кăмăллă, шанчăклă юлташчĕ

Ноябрĕн 6-мĕшĕнче пирĕн юлташăмăр Григорий Федотович Павлов 72 çула кайса çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ. Йывăр чире пула пурнăçĕ кĕске пулчĕ унăн. Кăçал вăл район центрĕнче ĕçлеме, пурăнма пуçланăранпа шăпах 50 çул çитрĕ. Шанса панă ĕçре хăй пысăк пултаруллине, анлă тавракурăмлине кăтартса пачĕ. Питĕ шел, анчах шăпи çапла килчĕ пулĕ. Унăн çутă сăнарĕ пирĕн асран нихăçан та тухмĕ. Хĕрĕх кунĕ çитсе пынă кунсенче унăн пурнăçĕн уттине тепĕр хут тишкерсе
тухар.
Григорий Федотович Павлов Йÿç Шăхалĕнче 1948 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Амăшĕ Пелагия Мартыновна, ашшĕ Федот Павлович колхоз уй-хирĕсенче вăй хунă. Вăтам шкул пĕтерсен, çар службине кайиччен, çамрăк каччă та тăван ялтах ĕçе кÿлĕннĕ. Çар службинче Григорий 1967—69 çулсенче пулать. Салтак тумне хывиччен ăна комсомол райкомĕн секторĕн заведующине çирĕплетеççĕ. Кунта вăл икĕ çула яхăн хăйĕн пысăк активлăхĕпе палăрса тăрать. Пултаруллă каччăна 1971 çулхи март уйăхĕнче районти почта уйрăмĕн «Союзпичет» агентствин начальникĕн тивĕçне пурнăçлама шанаççĕ. Кунран-кун ĕçри ăсталăхне ÿстерет, «Союзпичет» кăтартăвĕсем лайăхланса пыраç-çĕ. Каччăн тăрăшулăхĕ те асăрханмасăр юлмасть — Григорий Федотовича 1977 çулта парти райкомĕн организациллĕ пайĕн инструкторне çирĕплетеççĕ. Çынпа пĕр чĕлхе тупма пултарнине, анлă тавракурăмлине, мал ĕмĕтлине, сиксе тухакан ыйтусене хăвăрт татса пама пултарнине кăтартса парать вăл çак ĕçре. Тăватă çул вăй хурать Григорий Федотович парти райкомĕн инструкторĕнче. Çакăнтах тата виçĕ çул пĕтĕмĕшле пай заведующийĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçласа пырать.
1982 çулта парти райкомĕн ял хуçалăх пайне туса хураççĕ. 1984 çулта Григорий Федотович унăн заведующийĕнче ĕçлеме пуçлать. Çак тапхăртах вăл ял хуçалăх институтĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе инженер-механик специальноçĕпе алла диплом илет. Ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ районти хуçалăхсемпе тачă çыхăну тытать, вĕсен ĕçри ÿсĕмĕсемпе савăнать. Пĕтĕмĕшле илсен, 10 çул ырми-канми тăрăшать парти райкомĕнче Г.Ф. Павлов. 1987 çулта вара ăна районти халăх контроль комитечĕн председательне çирĕплетеççĕ. Кунта та вăл хăйĕн пысăк пултарулăхĕпе палăрать. Тата 10 çул пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырать.
Çĕршыври пăтрануллă тапхăрсем пуçлансан Григорий Федотовичăн район больницин тĕп врачĕн хуçалăх енĕпе ĕçлекен заместителĕн тивĕçне те чылай вăхăт ?12 çул/ пурнăçласа пыма тивет. Тивĕçлĕ канăва тухсан та пĕр кун та ĕçсĕр ларма пултарайман çын «Комсомольская» строительство организацйĕнче тата 6 çул хуралçăра ĕçлет. Кăçалхи августăн 30-мĕшĕчченех кашни кун утать вăл çак организацие.
Çар службине шутласан, Г.Павловăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 52 çулпа танла шать.
Григорий Федотовичпа Луиза Васильевна хĕрпе ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнмаллаччĕ. Мăшăрсем 2020 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче ылтăн туй кĕрекине лармаллаччĕ. Анчах…

Çывăх çыннисем, юлташĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *