Кашни çыннăн çуралнă тăван тăрăхĕ — пĕчĕк Тăван çĕршывĕ пур. Анчах шăпа пурне те тăван тăрăхра хăвармасть. Пĕрисем ача чухнех, теприсем çитĕнсен тăван ялтан тухса кайса ют çĕрте тымар яраççĕ. Чи телейлисем ĕмĕрлĕхех ашшĕ-амăшĕн кил-çуртĕнче тĕпленеççĕ. Пирĕн анлă çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче нумай-и, сахал-и пурăнсан та, этем чунĕ тăван енех туртăнать.
Çакна 1946 çулта Йăлмахва ялĕнче çут тĕнчене килнĕ Егор Петров çирĕплетсех калама пултарать. Вăл Иван Петровичпа Акулина Никифоровнăн çем-йинче çуралнă. Ăна ялта Юркă тесе чĕннĕ. 1953 çулта Йăлмахвари кĕçĕн классене вĕренмелли шкулăн алăкĕсене уçса вĕренÿ тĕнчинче пĕрремĕш утăмсем тунă вăл. Çемьере аслăраххисем урок тунă вăхăтра Юркă та ахаль ларман, çавăнпа шкула кайичченех вулама вĕреннĕ. Ялти шкулта нумай вĕренме май килмен ачан, сасартăк йывăр чирпе чирлесе унăн Шупашкарта чылай вăхăт сипленме тивнĕ. Сывалса килсен ăна 3-мĕш класа илнĕ, ытти ачасемпе танах ĕлкĕрсе пынă вăл.
Хирти Мăнтăр ялĕнчи 7 класлă шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн çамрăк каччă моряк пулма ĕмĕтленнĕ, Дон çинчи Ростов хулине каясшăн пулнă. Анчах шăпа ăна Комсомольски ялне вăтам пĕлÿ илме илсе çитернĕ. Шкулти юлташĕсенчен вăл уйрăмах пĕлÿ патне ăнтăлнипе уйрăлса тăнă. 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне Шупашкарта хими предмечĕн олимпиадинче пĕрремĕш вырăн йышăнса килнĕ. Аслă пĕлÿ илме Хусана çул тытнă, Хусанти С.М.Киров ячĕллĕ химипе технологи институтĕнче вĕреннĕ. Кайран Мускаври энерготехника институчĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренĕве малалла тăснă. 1966 çулта çак институт хупăнать, филиалăн проректорĕ, техника ăслăлăхĕсен докторĕ, А.А.Федоров профессор лайăх вĕренекен студентсене Мускаври энерготехника институтне куçарать. Егор Иванович Йăлмахва çыннисем хушшинче Мускав хулинче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ пĕрремĕш çын пулать.
Шăпа Егор Петрова Владимир облаçĕнчи Кольчугино хулинче тĕпленсе пурăнма çырнă. Вăл хăйĕн специальноçĕпех ĕçе вырнаçнă, Нина ятлă хĕрпе çемье çавăрнă. Икĕ ача çуратса ÿстернĕ вĕсем. 70-тен иртнĕ пулсан та Егор Иванович халĕ те техникумра преподавательте ĕçлет. Пушă вăхăтра кроссвордсем шĕкĕлчеме, кире пуканĕ йăтма кăмăллать.
Егор Петров пĕлтĕр яла килсе кайнăччĕ. Маларах вара 40 çул хушши вăл яла килсе курман. «Çуралнă яла яланах аса илсе пурăннă, унран хакли мĕн пултăр. Атте лартнă шурă хурăна, хамăр лартса ÿстернĕ улмуççисене, чÿрече умĕнчи хĕрлĕ пилеше, уй-хирте сарăлса выртакан тырă пуссине яланах чунра упранă. Сип-симĕс çарансем тăрăх çара уран чупса çÿрени, тарăн çырмара йĕлтĕрпе ярăнни ĕмĕрлĕхех асра сыхланса юлнă», — уçать вăл шухăшне.
Нумай çул иртсен тăван яла пырса кĕни Егор Ивановичăн чун-чĕрине хускатнă. «Ялти таса та уçă сывлăшпа сывласа тăранма çук. Таврара ытарайми илем: яп-яка асфальт çул сарăлса выртать, вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă палăк аякранах курăнса ларать, çул хĕррипе кирпĕч çуртсем умлăн-хыçлăн ÿссе ларнă», — палăртать Егор Петров. Вăл çуралса ÿснĕ çурт сыхланса юлман ĕнтĕ. Ун вырăнĕнче тетĕшĕн мăнукĕсем çурт хăпартнă, хуралтăсем çавăрнă. Егор Иванович кăçал та ывăлĕпе пĕрле тăван яла çитнĕ, ашшĕпе амăшĕн вилтăприйĕсем çине кайса килнĕ, асăну палăкĕсем вырнаçтарса лартнă.
«Тăван ял нумай çул иртсен те хăйĕн патне туртать иккен. Тинех хама тăван киле çитнĕн туйрăм», — тет вăл.
П.ЗАЙЦЕВ.