Шахматла вылянă

Шахматла вылянă

Урмаел вăтам шкулĕнчи «Ÿсĕм вырăнĕ» центрта информатика, технологи, ОБЖ предмечĕсене туллин вĕрентме тăрăшаççĕ. Унсăр пуçне кунта класс тулашĕнчи ĕçе те йĕркелеççĕ.
Нумаях пулмасть проект ĕçĕн кабинетĕнче ветерансемпе шкул ачисем хушшинче шахмат турнирĕ иртнĕ. Турнира йĕркелес тесе Н.Г.Тукаев педагог чылай тăрăшнă. Шахмат вăййи мĕн авалтан сарăлнă вăйăсен шутне кĕрет. Апла пулин те, вăл паян та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть. Шахматла выляни ăс-тăна аталантарма пулăшать, ĕçе тăвиччен тĕплĕн шухăшлама вĕрентет.
Турнира А.И.Турханов, В.И.Пундяков, В.Н.Батюков ветерансем хутшăннă. Шкул ачисем те хăйсен ăсталăхне туллин кăтартса панă. Вăйăпа пурте кăмăллă юлнă.
Г.ГИНАТУЛЛИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *