Вторник, 23 апреля

Савăнса пурăнма тата мĕн кирлĕ?

Атте, анне, мăшăр, ачасем, юратнă ĕç, пĕрле килĕштерсе пурăнакан тăвансем, сывлăх. Тата мĕн хаклăраххи пур-ши çĕр çинче? Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси ачаран паллă, теççĕ. Çапла. Атте-анне мĕнле пăхса ÿстернинчен, кашни ĕçе пĕлсе тунинчен пуçланать пурнăç сукмакĕ.

Асанкасси ялĕнче пурăнакан Эльза Олеговна Таркина 18 çулта пурнăç урапи çине ларса тилхепине çирĕп тытма тытăннă. Вăл — ялти почта уйрăмĕн начальникĕ. Эльза Кĕтне Пасар ялĕнчи Луизăпа Олег Малышевсен çемйинче кун çути курнă. Вĕсем ачисене — Эльзăпа Антона — тĕрĕс воспитани панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Апла пулин те паянхи кун та вĕсене куллен пулăшса пыраççĕ. Çемье пуçĕ — Олег Николаевич мĕн çамрăкранах «Восток» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшать, вăл фермăра оператор пулса ĕçлет. Луиза Анатольевна сутуçăра тата вырăнти хуçалăхра ĕçлет. Вĕсем ĕçрен хăраса тăраканнисем мар, кирек мĕнле ĕçе кÿлĕнсессĕн те, хăйсене шанса панă ĕçе тĕплĕн, пĕлсе тата юратса пурнăçлаççĕ. «Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр» текен каларăша çемьере çирĕп пăхăнаççĕ. Ахальтен мар ывăл-хĕрĕ те ĕçре маттур.
Тĕслĕхрен, Эльза Хырхĕрри вăтам шкулĕнче вĕреннĕ чухнех уй-хир ĕçĕсене мĕн ачаранах хутшăннă. Амăшĕпе пĕрле уй-хирте ĕçленĕ, çумланă, утă-улăм пуçтарнă.
— Эпĕ 4—5 çулхи хĕрача, те килте пĕччен юлас килменнипе, те выльăх-чĕрлĕх пăхма юратнипе , йĕре-йĕрех анне-аттепе пĕрле фермăна каяттăм. Шăллăм Антон та манран юласшăн марччĕ. Хамăр фермăна утса çитеттĕмĕр те, утă купи çине ларсассăнах тĕлĕрсе каяттăмăр, — аса илсе каласа парать маттур хĕрарăм.
9 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн хĕрача Шупашкарти çыхăну техникумне вĕренме кĕнĕ. Унта вăл виçĕ çул пĕлÿ пухнă хыççăн «Правовед» специальноçа алла илнĕ. Пĕлÿ пухнă вăхăтрах Эльза пулас мăшăрĕпе, Андрейпа паллашнă, çемье çавăрнă. Çемьере ача çуралнă. Пурнăç урапи хăй еккипех шунă. Эльза пĕлĕвне тарăнлатас тесе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе юрист профессине алла илнĕ. Пĕр вăхăт хушши вăл юрист пулăшуçинче тăрăшнă. Апла пулин те пурнăç çулĕ ăна почта уйрăмне илсе çитернĕ. Çак ĕçе кÿлĕннĕренпе вăхăт нумаях мар пулин те Эльза Олеговна ĕçе хăнăхма та ĕлкĕрнĕ. Вăл ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупнă. Кунсерен плана тултарса ĕçлес, тавар ытларах сутас, хаçат-журнал çырăнтарас, почтальонсене ĕçлеме хавхалантарса пырас кăмăл-туйăмпа утать вăл ĕçе. Почта уйрăмĕнче ĕçлеме вара çăмăл мар. Ĕлĕкхилле, паянхи кун та кунта каланкка хутаççĕ. Тĕлĕнмелле те пек. Анчах та пур çĕрте те кăвак çулăмпа ăшăннă вăхăтра, вут хутакансем те пур-ха пирĕн хушăра.
— Ир килетĕп те, каланкка хутса яратăп. Сивĕ çĕрте ĕçлес килмест, ăшă, хăтлă пулсассăн тем пекех лайăх. Урара яланах çăматă. Ыйту хăçан та пулсассăн уçăмланасса шанатпăр,— терĕ Эльза Олеговна.
Почта уйрăмĕнчен вара çын нихăçан та татăлмасть. Ял çыннисем кунта пĕрин хыççăн тепри килсе çÿреççĕ: кам тавар туянать, тепри хаçат-журнал çырăнать, виççĕмĕшсем посылка яраççĕ е алла илеççĕ, электроэнергишĕн, газшăн, телефоншăн тÿлеççĕ. Ĕçтешĕсем Светлана Волкова, Галина Хлебникова та ял çыннисен ыйтăвне туллин тивĕçтерес тесе тимлеççĕ.
— Асанкасси ялĕнче пурăнакансем хаçат-журнал вулама кăмăллаççĕ. Тираж шучĕ чакни сисĕнет пулин те хаçат тусĕсем пирĕн тăрăхра пур-ха. 4—5 периодика изданийĕ çырăнакансене палăртса хăварар. Галина Портнова, Николай Чумаков, Анатолий Никифоров, Альбина Копташкина, Александр Бахтеров хаçат-журналпа яланах туслă. Периодика изданийĕсене ытларах аслă ÿсĕмрисем çырăнаççĕ, çамрăксем вуламаççĕ, тĕнче уçлăхĕнче хыпарсемпе паллашаççĕ пулас. Темшĕн вĕсем- шĕн алла хаçат-журнал тытса вуласси ют, — терĕ Эльза Олеговна.
Мăшăрĕпе Андрей Николаевичпа килĕштерсе пурăнаççĕ. Икĕ ывăла тивĕçлĕ воспитани параççĕ. Асли шкулта пĕлÿ пухать, кĕçĕнни ача садне çÿрет. Тулли пурнăçпа пурăнаççĕ Таркинсем: картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, сад-пахчара улма-çырла çитĕнтереççĕ, ывăлĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстереççĕ.
Ялта пурăнакан маттур хĕрарăм пур ĕçе те пурнăçласа ĕлкĕрет. Ирех тăрса ĕçе кÿлĕнет те, мĕн каçченех ура çинче. Выльăх-чĕрлĕхне пăхмалла, ачасене шкула, ача садне ямалла, ĕçе çитмелле, ял çыннисен ыйтăвĕсене тивĕçтермелле… Кун иртнине те сисмест пулĕ хĕрарăм. Эльза Олеговна виçĕ теçетке çул урлă çеç каçнă пулсассăн та, пурнăç çулне вăл тĕрĕс суйласа илнипе савăнать. Çумра юратнă çын, ывăлсем, атте-анне, çывăх тăвансем пур. Тата мĕн кирлĕ савăнса пурăнма? Телей, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп сана, Эльза.

Н.ЕРШОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *