Вторник, 31 января

Регионсене курăмлă пулăшу парĕç

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутатне Николай Малова Чăваш Енре лайăх пĕлеççĕ. 2005 çултанпа вăл Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне виçĕ хутчен суйланчĕ, вице-спикер — Патшалăх строительствин, вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн, Регламент тата депутат этикин комитечĕн председателĕ пулчĕ. 2012 — 2017 çулсенче — «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ. 2017 çултанпа Н.В.Малов Раççей парламентĕнче суйлавçăсемшĕн тăрăшать.
— Николай Владимирович, çулталăк вĕçĕнче сÿтсе явакан тĕп ыйтусенчен пĕри — федераци бюджечĕн проекчĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕсем нумаях пулмасть виçĕ çуллăх бюджет çирĕплетрĕç. Унта курăмлă мĕнле паллăсене палăртма пултаратăр?
— Федераци бюджетне хатĕрленĕ чухне çĕршыври граждансен пурнăç пахалăхне ÿстересси малти вырăна тухса тăрать, çавăнпа социаллă сферăн пĕлтерĕшне упраса хăварнă, ун валли мĕн пур тăкаксен 35 процентне уйăрнă. Бюджет тулашĕнчи фондсене шута илсен пĕтĕмĕшле социаллă сферăна 19 трлн тенкĕ параççĕ. Килĕшĕр, питĕ пысăк укçа.
Виçĕ çулта 7 трлн тенкĕ наци проекчĕсем валли кайĕ. Малашне те çĕнĕ шкулсем, ача сачĕсем хута кайĕç, фельдшер-акушер пункчĕсем, ача-пăча больницисем çĕнелĕç, онкологи тата чĕрепе юн тымарĕсен центрĕсем çĕнĕ оборудованисемпе пуянланĕç.
Килес çултан Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе «Земство вĕрентекенĕ» программа ĕçе кĕме пуçлать. Яла е пĕчĕк хулана ĕçлеме каякан вĕрентекенсене пĕр хутчен памалли компенсаци тÿлевĕ валли 4 млрд тенкĕ пăхса хăварнă. Кунсăр пуçне граждансене авари хăрушлăхĕ пур çуртсенчен куçармалли программа та малалла ĕçлĕ.
— Регионсене пырса тивекен бюджет политики пирки тĕплĕнрех каласа кăтартăр-ха, тархасшăн. 
— Пĕрремĕшĕ, чи пĕлтерĕшли, ахăртнех — бюджет укçи-тенкине регионсене çитермелли вăхăт. Вăрттăнлăх мар, хăш-пĕр статьяпа укçа питĕ кая юлса çитет, çавна май строительство ĕçĕсене пурнăçламалли вăхăта пăхăнма йывăр, пахалăх та чакать. Хальхи вăхăтра Правительствăпа мĕн пур патшалăх программин норматив акчĕсене раштавăн 31-мĕшĕччен хатĕрлесси пирки калаçса татăлнă. Регионсемпе те çулталăк вĕçлениччен килĕшÿсем çирĕплетĕç. Çавна май укçа-тенкĕ кăрлач уйăхĕнчен çитĕ. Çакă аукционсем ирттерсе ĕçе маларах пуçăнма май парĕ.
Пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант вăл — федераци субъекчĕсен хушшинчи бюджет тивĕçтерĕвĕн уйрăмлăхĕсене шайлаштарма пултарни. Хальхи вăхăтра вунă чи пысăк бюджетлă регион тата вунă чи пĕчĕк бюджетлă регион хушшинчи уйрăмлăх питĕ пысăк. Çакнашкал танмарлăха пула нумайăшĕ федераци программисене пурнăçлама хутшăнаймасть.
Çак уйрăмлăха пĕчĕклетес тĕллевпе чи сахал тупăшлă бюджетлă вунă региона, çак шутра Чăваш Ене те, хушма пулăшу пама йышăннă. Çак регионсен хăйсен программине хатĕрлемелле, укçа-тенке вĕсене тĕпе хурса пайлĕç. Пĕтĕмпе 100 млрд тенкĕ илĕç. Хăш-пĕр проект валли федераци бюджетĕнчен 99 процент таран укçа уйăрĕç, регион тата муниципалитет бюджечĕсен пайĕ 0,5 процентпа танлашĕ. Çак регионсенче чи малтан васкавлă медицина пулăшăвĕн машинисене, шкул автобусĕсене, общество транспортне çĕнетĕç.
Ку — регионсене тивĕçекен пĕртен-пĕр пулăшу мар. Çирĕплетнĕ бюджетпа килĕшÿллĕн РФ субъекчĕсем çулсерен бюджет кредичĕсен парăмĕсен 5 процентне çеç тÿлĕç, çавна май ирĕкленнĕ укçа-тенке хăйсен территорийĕсенче пурнăçланакан инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртме ярĕç.
Бюджет планĕн тăваттăмĕш тĕллевĕ — ял хуçалăхне пулăшасси. Отрасльти патшалăх программисемпе килĕшÿллĕн 2020 çулта çеç 76,7 млрд тенкĕ уйăрĕç.
Кунсăр пуçне пирĕн «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» уйрăм программа пур. Ăна ĕçе кĕртме çитес пилĕк çуллăхра 2,3 трлн тенке яхăн уйăрма палăртнă. Унăн тĕп çул-йĕрĕ шутĕнче — ялсен инфратытăмне çĕнетесси, хăтлăлатасси, халăха ĕçпе тивĕçтересси, çуртсем, çулсем, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ, культура объекчĕсене хута ярасси, газпа, шывпа тивĕçтересси.
Программăн тĕп тĕллевĕ — ял çыннисен пурнăçне хуларисен шайне çитересси, çавăн пекех ялта пурăнакансен йышне Раççей халăхĕн пĕтĕмĕшле шучĕн 25 процентĕнчен кая мар сыхласа хăварасси. 2020 çулта яла пулăшма 36 млрд тенкĕ уйăраççĕ. Палăртсах калатăп, ку укçана конкурс документацине вăхăтра тата пахалăхлă хатĕрленĕ регионсем илĕç. Плана пысăк хисепсем кĕртнĕ: 2026 çул тĕлне ялти çуртсен 50 процентне хăтлăх кĕртмелле, ял çыннисен шалăвĕ хуларисен ĕç укçин 80 проценчĕпе танлашмалла.
— Мĕнле шухăшлатăр, çамрăксем пысăк хуласене тухса кайнине шута илсен, çак тĕллевсене мĕн таран пурнăçа кĕртме май килĕ?
— Çамрăксем тăван ялĕсенче пурăнма юлччăр, вĕренсе пĕтернĕ хыççăн яла таврăнччăр тесен инфратытăма лайăхлатнисĕр пуçне тата çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те йĕркелемелле. Унсăрăн ялсенчен ÿсĕм территорийĕсем туса хума май килмĕ. Кунта муниципалитет влаçĕсенчен нумай килет, вĕсен ял пурнăçне лайăх енне улăштаракан сĕнÿсем хатĕрлес енĕпе хастартарах пулмалла.
Пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант — çурт-йĕр. Ку енĕпе курăмлă ĕçсем тунă ĕнтĕ. 2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен «Ялти ипотека» çăмăллăхлă проект ĕçлеме пуçлать. Ял çыннисем, çавăн пекех яла пурăнма куçас текен хула çыннисем, 3 процентлă ипотека кредичĕ илме пултараççĕ. Чăваш Ен, кун пирки республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕр хутчен çеç каламарĕ ĕнтĕ, çак программăна хастар хутшăнма хатĕрленет.
Çавăн пекех каласа хăварам, хальхи вăхăтра ял территорийĕсене аталантарма уйăракан укçа-тенкĕ çителĕксĕррине Патшалăх Думинче лайăх ăнланаççĕ. Килес çул çак ыйту патне тепĕр хут таврăнасса шанса тăратăп.
— Эсир Çут çанталăк ресурсĕсен, харпăрлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен комитечĕн членĕ. Халăхшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ мĕнле саккун проекчĕсене, сирĕн комитет урлă кăçал тухнисене, палăртма пултаратăр?
— Пирĕн профильлĕ комитетăн пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсенчен пĕри вăл — улталаннă дольщиксен ыйтăвĕсене саккун шайĕнче татса пани. Строительствăна пая кĕрекенсен реформи икĕ çул пырать, унăн тĕллевĕ ансат тата пурте ăнланмаллискер — тÿрĕ кăмăлпа ĕçлемен строительство компанийĕсем шар кÿнĕ граждансене хÿтĕлесси, çавăн пекех малашлăхра улталаннă дольщиксем пуласран сыхланасси.
Аса илтеретĕп: 2019 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен застройщиксем пайçăсен укçине тÿррĕн илме пултараймаççĕ. Граждансем çурт-йĕр туянма хывнă укçа-тенкĕ банксенчи эскроу счетсем çинче упранать, строительство компанийĕсем унпа объекта хута янă тата ăна Пĕрлехи патшалăх реестрĕнче регистрациленĕ хыççăн тин усă курма пултараççĕ.
Патшалăх Думи кĕркуннехи сессире саккуна тÿрлетÿсем кĕртрĕ, вĕсемпе килĕшÿллĕн çурт-йĕр строительствин кооперативĕн членĕсем застройщик панкрута тухсан Граждансен — строительствăна пая кĕрекенсен прависене хÿтĕлекен фондран компенсаци илме пултараççĕ. Çапла майпа хăйне евĕрлĕ тĕрĕсмарлăха пĕтернĕ, вĕсен прависене те ытти дольщиксеннипе танлаштарнă.
Хальхи вăхăтра вăрман саккунĕсен реформи пырать. Саккун ĕç-хĕлĕн ку енĕ те пирĕн комитет компетенцийĕ шутне кĕрет. Палăртам, ансат тата пурте ăнланма пултаракан правилăсемсĕр пирĕн çут çанталăкăн тĕп пуянлăхĕсенчен пĕринпе — вăрманпа — тухăçлă усă курма çук. Кăçал Патшалăх Думи ертсе пынипе Наци вăрман форумĕ иккĕмĕш хут иртрĕ, унта бизнес тата влаç, общество организацийĕсен представителĕсем, экспертсем хутшăнчĕç. Форум лапамĕсенче вăрман отраслĕнчи çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç, вĕсене татса памалли çул-йĕре палăртрĕç.
Çавăн пекех инвестицисене явăçтармалли тĕрлĕ меслетсене, çак шутра патшалăх-уйрăм çын ĕçтешлĕхĕ механизм урлă та, аталантарас енĕпе малалла ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра капиталлă тата капиталлă мар объектсене вăрман фончĕн çĕрĕсем çинче вырнаçтарасси çинчен калакан саккун проектне пăхса тухаççĕ.
— Эсир Патшалăх Думин кĕркуннехи сессийĕнче сасăланă пĕлтерĕшлĕ саккун проекчĕсем çинчен те илтес килет.
— Çакăн йышшисенчен пĕри, паллах, ачасен сывă апатланăвĕ çинчен калакан саккун проекчĕ, вăл ача сачĕсенче тата шкулсенче шайлашуллă апатлану йĕркелемелли требованисене палăртать.
Кăçал Патшалăх Думи саккуна пĕлтерĕшлĕ тепĕр ыйтăва татса паракан тÿрлетÿсене кĕртрĕ. Вĕсем пĕр çемьери ачасене пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем çÿрекен садике, шкула вырнаçтарма ирĕк параççĕ.
Патшалăх Думи çавăн пекех ачасен канăвне хăрушсăрлатассине вăйлатасси çинчен калакан саккуна ырласа йышăнчĕ. Унăн авторĕсенчен пĕри эпĕ. Унпа килĕшÿллĕн 2020 çулхи çĕртмен 1-мĕшĕнчен пуçласа ку сферăри пулăшу ĕçĕсемпе ятарлă реестра кĕртнĕ организацисемпе предпринимательсем кăна тивĕçтерме пултараççĕ. Чÿкĕн 26-мĕшĕнче Владимир Путин 1,5—3 çулсенчи ачана пăхнăшăн уйăхсерен паракан тÿлеве кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пăрахăçласси пирки Хушу алă пусрĕ. Сăмах ĕçлекен амăшĕсене е ытти тăванне пĕчĕккисене пăхнăшăн паракан пособи пирки пырать. 50 тенкĕлĕх çак тÿлевсене мĕншĕн пăрахăçлани çинчен ăнлантаратăп. Вĕсене Раççейре 1994 çулта кĕртнĕ, унтанпа унăн виçине пĕрре те улăштарман. Çак пулăшу пĕчĕкки çинчен Президента Мускав облаçĕнче пурăнакан çамрăк амăшĕ çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнчи «Тÿрĕ лини» вăхăтĕнче пĕлтернĕ.
Çакăн хыççăн парламентарисем саккуна кĕртмелли тÿрлетÿсене хăвăрттăн хатĕрлерĕç. Сăмахран, пĕрремĕш тата иккĕмĕш ачашăн паракан пособисен вăхăтне тăсма йышăннă, хальхи вăхăтра ăна ача çулталăк çурă тултариччен илеççĕ пулсан, 2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа çак тÿлевсене ача виçĕ çула çитиччен илсе тăрĕç. Тÿлев регионта çи-рĕплетнĕ ачасене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе танлашать. Вăтамран çĕршывра вăл 10—11 пин тенкĕ. Çак саккун çемьесем валли тÿлеве çирĕплетмелли критерисене те улăштарчĕ: халĕ вĕсен тупăшĕ регионта çирĕплетнĕ ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри граждансене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе чухлĕ иккĕ /унччен пĕрре çурă/ пулмалла.
— Хамăрăн республикăри суйлав-çăсемпе мĕн таран тачă çыхăнса ĕçлетĕр? Çынсем сирĕн пата мĕнле ыйтусемпе пыраççĕ; Хăшĕсем уйрăмах асра юлчĕç, пулăшма май килчĕ-и?
— Регион эрнисен вăхăтĕнче яланах граждансене йышăнатăп, республикăна килмессерен кашнинчех суйлавçăсемпе тĕл пулма тăрăшатăп.
Тĕрĕссипе, çынсем тĕрлĕ ыйтупа пыраççĕ. Çулсене юсасси, шкулсен, ача сачĕсен, культура учрежденийĕсен, ФАПсен строительстви тата реконструкцийĕ, çĕнĕ урамсене шыв тата газ кĕртесси, ялсене хăтлăлатасси. Кĕскен каласан, çаксем йăлтах çынсем кашни кун тĕл пулакан япаласем. Кунсăр пуçне çĕр хутшăнăвĕсемпе, куçман пурлăх объекчĕсемпе, пĕчĕк бизнеса пулăшассипе çыхăннă ыйтусем те килеççĕ. Граждансемпе тĕл пулса калаçни шăпах ĕнтĕ хула, ял çыннисене уйрăмах пăшăрхантаракан ыйтусем çинчен пĕлме май парать те ĕнтĕ.
Хăйне евĕрлĕ ыйтусем паракансем те пур. Акă, тĕслĕхрен, Улатăрти Çветтуй Турă Амăшĕн Чĕрĕлĕвĕн чиркĕвĕн пачăшки Владимир Теплов протоиерей йышăнăва килчĕ, Улатăр районĕнчи Первомайски поселокĕнче вырнаçнă политика репрессийĕсен вăхăтĕнче шар курнисене пытарнă масара культура еткерлĕхĕн объекчĕсен шутне кĕртме ыйтрĕ. Хальхи вăхăтра Улатăрти ĕçлесе юсанмалли колонире вилнĕ пин-пин çынна асăнса астăвăм комплексĕ уçас енĕпе ĕçлеççĕ.
«Раççейри пенсионерсен союзĕ» общество организацийĕн Чăваш регион уйрăмĕн председателĕ Валентин Семяхин ыйтнипе аслă ÿсĕмри çынсен пултарулăхĕн «Чун-чĕре юрласан» республика фестиваль-конкурсне йĕркелеме май килчĕ. Вăл темиçе тапхăрпа Патăрьелте, Канашра, Çĕрпÿре, Çĕмĕрлере, Шупашкарта иртрĕ. Ветерансен чи маттур коллективĕсене республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Етĕрнере чаплă лару-тăрура чысларăмăр. Ку фестивале кашни çулах йĕркелеме шухăшлатпăр.
— Николай Владимирович, сире республикăра меценат пек те пĕлеççĕ. Нумай çул, республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнăранпах, ялти шкул ачисене ятран стипенди паратăр.
— Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă чухне тăван Етĕрне тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи лайăх вĕренекен, олимпиадăсене, конкурссене, тĕрлĕ проектсене хутшăнса пысăк çитĕнÿ тăвакан ачасене хавхалантарас килчĕ. Çапла майпа вĕсем валли ятарлă стипенди туса хурас шухăш çуралчĕ.
Патшалăх Думин депутачĕ пулса тăрсан та ырă çак йăлана малалла тăсас терĕм. Хальхи вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарти, Канашри тата Канаш районĕнчи шкул ачисем те стипенди илеççĕ. Кунсăр пуçне республикăри икĕ вуз — И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн тата Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн — студенчĕсем вĕсен йышне кĕчĕç. 2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен çакăн пек меслетпе Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин тата Шупашкарти ÿнер училищин пултаруллă студенчĕсене пулăшма пуçласшăн.
— Çĕнĕ 2020 çултан мĕн кĕтетĕр?
— 2019 çула ырă улшăнусемпе вĕçлетпĕр, çулталăкра сахал мар ĕç тунă. Килес çул та федераци шайĕнче Чăваш Еншĕн тăрăшăпăр. Мĕн пур шайри депутатсен тата ĕç тăвакан влаçăн пĕрлехи ĕçĕ пире чи хăюллă пуçарусене пурнăçа кĕртме май парассине шанса тăратăп.
СЕРГЕЙ ЯНИН.
/«ХЫПАР»/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *