Четверг, 25 апреля

Ача сасси чи илемли, мĕн пур тата унран ырри!

Декабрĕн 10-мĕшĕнче Аслă Чурачăкри культура çуртĕнче районти ачасен пултарулăх ушкăнĕсен «Ача-пăча сасси» фестиваль-конкурсăн юрри-ташши тепĕр хут янăрарĕ.

Аслă Чурачăкри «Тевет» фольклор ушкăнĕн ачисем уява уçрĕç. Конкурсантсене Комсомольскинчи ачасен искусство шкулĕн директорĕ Ф.А.Гибатдинов ăнăçу сунчĕ. Сцена çине чăваш, тутар, вырăс тумĕсем тăхăннă пĕчĕк артистсем пĕрин хыççăн тепри тухса хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Фестиваль-конкурса районти тĕрлĕ çулхи ачасен 60 яхăн пултарулăх ушкăнĕ хутшăнчĕ. Ача садне çÿрекенсем те, шкулта тĕрлĕ класра вĕренекен ачасем те юрлас, ташлас тата тĕрлĕ музыка инструменчĕсем çинче выляс ăсталăхĕсемпе тыткăнларĕç куракансене. Жюри членĕсене çĕнтерÿçĕсене палăртма çăмăл пулмарĕ. Чи маттур, пултаруллă коллективсене тĕрлĕ номинацисенче Дипломсемпе чысларĕç.
«Ача-пăча сасси» фестиваль-конкурс пурне те савăнтарчĕ. Мĕншĕн тетĕр-и; Куракансем тĕрлĕ халăх юрри-ташшипе савăнса киленчĕç. Ачасем пултаруллă пулнипе чун хĕпĕртет. Вĕсем мĕн ачаран тăван халăхăн культурине, йăли-йĕркине упрама хăнăхса ÿсеççĕ. Ăна йăхран-йăха вĕрентсе пырасси вара аслисенчен нумай килет. Çак тĕллевпех çулсерен фестиваль йĕркелессине йăлана кĕртнĕ. Ачасем, вĕрентекенсем пĕр-пĕринпе хутшăнни, пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллашни чăннипех те пархатарлă. Эпир тĕрлĕ халăх ывăл-хĕрĕ пулин те, уявсем пире пĕр çемьене пĕрлештереççĕ. Пирĕн туслăх —ĕмĕре.
Т. МАКАРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *