Понедельник, 26 февраля

Ялта çутă çук…

Ялта çутă çук…

Эпĕ Шупашкарта пурăнатăп, час-часах тăван ене, Хирти Мăнтăр ялне килсе çÿретĕп. Хальхинче килсен каçхине ялти культура çуртне кайса курма шутларăм. Унта кĕрсен чун-чĕре ăшăнсах кайрĕ: чунтан хатĕрленĕ стендсем, чÿрече каррисем, сцена çинчи чаршавсем… Питĕ хăтлă, кану валли кунта йăлтах пур, культура çуртĕнче тăрăшакансем хăйсен ĕçне чунне парса пурнăçлани курăнать. Киле кайма тухнă чухне 7 сехет те иртнĕччĕ пуль. Урамра вара — сĕм тĕттĕм! Ял варринчи юпасем çинче лампочкăсем çук иккен. Яла çырма икĕ пая уйăрать, унта тĕрлĕ тискер чĕрчунсем пурăнаççĕ. Тĕттĕмре çак çырма урлă мĕнле каçса çÿремелле вара? Шкултан таврăнакан ачасен те унтан иртмелле-çке-ха. Тем тесен те çĕрле ялта, уйрăмах ял варринче çутă пулмаллах. Куншăн кам яваплă-ши?
З.МЕДВЕДЕВА.
Ыйтăва Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхне Альберт Кузьмина хуравлама ыйтрăмăр.
— Хĕл кунĕсем пулнă май халĕ каçсерен ир тĕттĕмленет. Çавна май ялсенчи çутăсене те тĕттĕмленме пуçласанах çутатпăр. Нумаях пулмасть çеç ялсенчи çутăсене тĕрĕслесе тухнă, çунман лампочкăсене çĕннисемпе улăштарнă. Кашни урамрах çутăсем пуррине çирĕплетсех калама пултаратăп. Çавăн пекех ялсенчи тĕттĕмрех вырăнсенче те хушма лампочкăсем лартса пама планлатпăр, — пĕлтерчĕ Альберт Кузьмин.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *